Новости по теме

2 Авăн, 2015

Тĕнчере марафон чупнă чи ватă хĕрарăм

Америкăра пурăнакан 92 çулти Харриет Томпсон - тĕнчере марафон чупнă чи ватă хĕрарăм. Сан-Диего хулинчи чупăва хутшăнса вăл 42 километрлă дистанцие парăнтарма пултарнă. Карчăк пĕр чарăнми 7 сехет те 24 минут та 36 çеккунт чупнă! Ку - унăн 16-мĕш марафонĕ. Çапах та хĕрарăм хăй тĕлĕнмелле ĕç тунă тесе шутламасть. Томпсон каланă тăрăх - кашни çулах вăл çывăх çыннисемпе пĕлĕшĕсене «спорт карьерине» вĕçлеме шантарать, анчах та хăйĕн сăмахне кашнинчех тытаймасть.

2 Авăн, 2015

Ачасене килĕшнĕ

ТР Вĕрентÿпе наука министерстви кăçал Çÿлту районĕнче "Костер" ача-пăчасен сывлăхпа вĕрентÿ центрĕнче тĕрлĕ халăх ачисем валли кану сменисем йĕркелерĕ. Пирĕн чăваш шкулĕсенче вĕренекенсем те пĕр эрне хырлăх вăрманĕнче канчĕç.

2 Авăн, 2015

Приговор вăя кĕнĕ

Шупашкарти Ленин районĕн сучĕн «Чăвашавтодор» АУО гендиректорĕн заместителĕ пулнă Яков Федоров тата «РегионДорМаш» АУО директорĕ Азат Басыров тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе палăртнă приговорĕ саккунлă вăя кĕнĕ.

1 Авăн, 2015

Суйлавччен сасăлама пултаратăр

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Анчах пурнăç тепĕр чухне пирĕн ĕç-хĕле улшăнусем кĕртет: сентябрĕн 13-мĕшĕччен пĕрин командировкăна тухса каймалла, тепри отпуск кунĕсене тăван тăрăхран аякра ирттересшĕн, виççĕмĕшĕн больницăра выртсах сипленме тивет... Ытти сăлтав та нумай. Анчах вĕсем те суйлав кунĕчченех сасăлав бюллетеньне алла илме пултараççĕ.

1 Авăн, 2015

«Чĕрĕ планета»

Çак ятпа Сочире Пĕтĕм тĕнчери экологи форумĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков хутшăннă.

Форума паллă телеертÿçĕ Николай Дроздов, РФ Общество палати, Пĕтĕм тĕнчери экологсемпе промышленниксен союзĕ тата ытти организаци пуçарнипе йĕркеленĕ. Тĕп тема - «Раççей Федерацийĕнче тăван тавралăха упрасси» патшалăх доклачĕн проектне сÿтсе явни. Унта РФ Федераци Канашĕн членĕсем, хула ертÿçисем, Çутçанталăк министерствин ĕçченĕсем тата ыттисем тухса калаçнă.

1 Авăн, 2015

В день знаний Ледовые дворцы Чебоксар и Новочебоксарска проводят сеанс массового катания

1 сентября на льду «Чебоксары-Арена» в 16:00 пройдет массовое катание с конкурсами и призами. В программу также входят шоу мыльных пузырей и показательные выступления фигуристок. 
Цена билета 70 рублей.

На Ледовом стадионе «Сокол» г. Новочебоксарск для всех школьников и студентов проводится день открытых дверей. Дня них с 14:00 до 15:00 проводится бесплатный сеанс массового катания.

1 Авăн, 2015

Алина Лазарева из Чувашии – лауреат Всероссийского конкурса конвейера проектов на форуме «Территория смыслов на Клязьме»

Финальной частью шестой образовательной смены «Молодые ученые и преподаватели общественных наук» Всероссийского молодёжного образовательного форума «Территория смыслов на Клязьме» стал «Конвейер молодёжных проектов». Участники могли публично презентовать перед федеральными экспертами и коллегами свои уникальные идеи и получить грантовую поддержку на их реализацию.

1 Авăн, 2015

Ача-пăча канăвĕ, Çĕрпÿ кĕперĕ, ăнăçсăр проект...

Пĕлÿ кунĕ çитнĕ май республика влаç органĕсен, федераци ведомствисен вырăнти тытăмĕсен, хуласемпе районсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлу Чăваш Енри вĕренÿ тытăмĕ çак уява еплерех хатĕрленсе кĕтсе илни çинчен калаçнипе пуçланчĕ.

1 Авăн, 2015

Вырма хыççăн кантăр уй...

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев иртнĕ эрнекун Елчĕк районĕнче пулчĕ. Çав кун тĕлне ку тăрăхри ялхуçалăх коллективĕсенчен чылайăшĕ вырма ĕçне вĕçлеме ĕлкĕрнĕччĕ те ĕнтĕ.

Pages