Крым университетне - парне

8 Авăн, 2015

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне Информаци управленийĕн Пĕтĕм тĕнчери академийĕн президенчĕ, РФ наукăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, вĕрентÿ тытăмĕнчи Раççей Президенчĕн премийĕн лауреачĕ Лев Кураков академик, Пĕтĕм тĕнчери "Эра Единства" ыркăмăллăх общество организацийĕн президенчĕ, Германири экономика докторĕ Владимир Дахновский, Пĕтĕм тĕнчери "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачсен ассоциацийĕ" общество организацийĕн президенчĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ, медицина наукисен докторĕ, Виктор Егоров профессор ыркăмăллăх акцине йĕркеленĕ. Вĕсем В.И.Вернадский ячĕллĕ Крым университечĕн ректорне, медицина наукисен докторне, Сергей Георгиевич Донич профессора 710 пин ытла тенкĕлĕх 810 кĕнеке парнеленĕ. Çав шутран 739 кĕнекине /650900 тенкĕлĕх/ Лев Пантелеймонович Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ ячĕпе панă. Вĕсем - экономика, медицина, экологи, финанс, социологи ыйтăвĕсемпе çыхăннă кĕнекесем. Ырă çак ĕçе пирĕн ентеш Лев Кураков пуçарăвĕпе йĕркеленине палăртма уйрăмах кăмăллă. Кĕнекисене Крыма самолетпа ăсатнă. Асăннă мероприятие РФ Президенчĕн федерацин Крым округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Олег Белавенцев та хутшăннă.

Вĕсем Крым университечĕпе малашне те туслă çыхăну тытасшăн. Уйрăмах пысăк квалификациллĕ кадрсем хатĕрлеме, ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсене туса пыма пулăшасшăн.

 

Р.ИВАНОВА.

Рубрика: 
Автор: