Новости по теме

13 Чÿк, 2017

Венесуэлăра Ленин палăкне уçнă

Ĕнер, чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Венесуэлăн тĕп хулинче Каракасере Владимир Ленин бюстне уçнă. Палăка хулан варрине, Симон Боливар ячĕллĕ проспектра, вырнаçтарнă.

13 Чÿк, 2017

Пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ эмелсем йÿнелнĕ

Медикаментсен хакĕ кăçал 2,4% пысăкланнă, çав вăхăтрах пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ эмелсем 3,3% йÿнелнине сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура пĕлтерчĕ.

13 Чÿк, 2017

Чăваш Енре ĕçсĕрлĕх хăратмасть

Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă мероприятисем валли кăçал пĕтĕмпе 387 миллион тенке яхăн уйăрма палăртнă.  Ĕçсĕрлĕхпе кĕрешессипе çыхăннă çак тата ытти цифрăна республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура пĕлтерчĕ.

12 Чÿк, 2017

Академи драма театрĕн юбилейне халалласа - ăслăлăхпа практика конференцийĕ

Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн 100 çулхи юбилейне халалласа ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртĕ. Ăна ЧР Культура министерстви, Патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ тата театр йĕркелеççĕ. 

12 Чÿк, 2017

Паянтан троллейбуссем çĕнĕ расписанипе çÿреме пуçланă

Шупашкарти троллейбуссем паянтан çĕнĕ расписанипе çÿреме пуçланă. Аса илтерер: кун пирки хулари троллейбус управленийĕнче "Хыпар" издательство çуртне юпа уйăхĕн вĕçĕнче пĕлтернĕччĕ.

Троллейбуссене каҫхи 10 сехетчен ҫӳретсе те пăхнăччĕ, анчах хулари заводсенче ĕçлекенсене ку график тивĕçтерменнине кура хăш-пĕр рейспа çÿрекеннисен графикне каярах вăхăта куçарнă. 

10 Чÿк, 2017

Пакунлисем професси уявне паллă турĕç

Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче полици хăйĕн професси уявне паллă турĕ. Чăваш Енĕн йĕркелĕх хуралçисем Шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕн кунне уявлама Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне пухăнчĕç.

ШĔМ ĕçченĕсене тата ветеранĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ, чăваш полицийĕн йĕркелĕхе тивĕçтерессипе çыхăннă ăнăçлă ĕçĕшĕн тав туса пурне те ырлăх-сывлăх сунчĕ, пакунлă çынсем граждансен хăрушсăрлăхне сыхлас енĕпе шанăçа тÿрре кăларнине палăртрĕ.

10 Чÿк, 2017

Шупашкар районĕ 90 çулхи юбилейне уявларĕ

Паян Шупашкар районĕ Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне пухăнчĕ. Хирти ĕç-пуçа вĕçленĕ хыççăн çулсерен палăртакан уява хальхинче муниципалитета йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине тĕпе хурса ирттерчĕç.

Уй-хирпе фермăра, предприятисемпе социаллă учрежденисенче ырми-канми тăрăшакан пултаруллă çĕр ĕçченĕсене саламлама республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

10 Чÿк, 2017

Икĕ енлĕ килĕшÿ турĕç

Паян республикăн Финанс министерстви тата «ФИНАМ» инвестици компанийĕ» АО Чăваш Енре пурăнакансене укçапа пĕлсе усă курма вĕрентес ыйтупа пĕр-пĕрне пулăшма килĕшсе татăлчĕç.

Килĕшĕве министерство ячĕпе — ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина, инвестици компанийĕ ячĕпе АО директорĕсен канашĕн председателĕ Владислав Кочетков алă пусрĕç.

Документа çирĕплетнĕ хыççăн вĕсем журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

10 Чÿк, 2017

Халăх фрончĕ кăçалхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ

Паян Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри «Раççейшĕн» халăх фрончĕ» общество юхăмĕн Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕн конференцийĕ иртрĕ. Ларăва Николай Казаков сопредседатель уçса тата ертсе пычĕ.

Pages