Комментари хушас

12 Чÿк, 2017

Академи драма театрĕн юбилейне халалласа - ăслăлăхпа практика конференцийĕ

Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн 100 çулхи юбилейне халалласа ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртĕ. Ăна ЧР Культура министерстви, Патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ тата театр йĕркелеççĕ. 

Мероприятие республикăн культура министрĕ Константин Яковлев хутшăнмалла. Докладçăсен хушшинче  – искусствоведени докторĕ  Михаил Кондратьев, филологи наукисен кандидачĕ Ирина Кириллова, искусствоведени кандидачĕ Антонина Мордвинова,  истори наукисен кандидачĕ Юрий Гусаров, РФ тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Хыпар" хаçат редакторĕ пулнă Алексей Леонтьев, филологи наукисен кандидачĕ Вера Никифорова тата Мария Митина.

Конференци 13 сехетре Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пуçланĕ. 

 

Рубрика: