Паянтан троллейбуссем çĕнĕ расписанипе çÿреме пуçланă

12 Чÿк, 2017

Шупашкарти троллейбуссем паянтан çĕнĕ расписанипе çÿреме пуçланă. Аса илтерер: кун пирки хулари троллейбус управленийĕнче "Хыпар" издательство çуртне юпа уйăхĕн вĕçĕнче пĕлтернĕччĕ.

Троллейбуссене каҫхи 10 сехетчен ҫӳретсе те пăхнăччĕ, анчах хулари заводсенче ĕçлекенсене ку график тивĕçтерменнине кура хăш-пĕр рейспа çÿрекеннисен графикне каярах вăхăта куçарнă. 

Малашне унчченхи 1885 рейс вырăнне 1695 ҫеҫ пулĕ. Шӑматкун 1308 рейс ҫӳрӗ, вырсарникун – 1167. 1-мӗш троллейбус каçхине "Промтраткор" чарăнуран 22 сехет те 55 минутра хускалӗ. 2-мӗш троллейбус Агрегат заводӗнчен 23 сехет те 11 минутра, 16-мӗш троллейбус "Маштехникумран" 23 сехет те 33 минутра çула тухĕç. 15-мӗш тата 18-мӗш троллейбуссем Хӗрлӗ тӳремрен 22 сехет те 34 минутра тата 22 сехет те 58 минутра кайӗҫ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас