Пакунлисем професси уявне паллă турĕç

10 Чÿк, 2017

Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче полици хăйĕн професси уявне паллă турĕ. Чăваш Енĕн йĕркелĕх хуралçисем Шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕн кунне уявлама Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне пухăнчĕç.

ШĔМ ĕçченĕсене тата ветеранĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ, чăваш полицийĕн йĕркелĕхе тивĕçтерессипе çыхăннă ăнăçлă ĕçĕшĕн тав туса пурне те ырлăх-сывлăх сунчĕ, пакунлă çынсем граждансен хăрушсăрлăхне сыхлас енĕпе шанăçа тÿрре кăларнине палăртрĕ.

Паллах, наградăсем те йышлă пулчĕç — медальсем, хисеп хучĕсем… Чыса тивĕçнисен ретĕнче - регион ертÿçи те. РФ шалти ĕçсен министрĕн хушăвĕпе Михаил Игнатьева «Право йĕркине çирĕплетес ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн» медальпе наградăланă. Ăна Михаил Васильевича панă май ЧР ШĔМĕн ертÿçи Сергей Неяскин ЧР Пуçлăхĕ хальлĕхе çак наградăна тивĕçнĕ пĕртен-пĕр кĕпĕрнаттăр пулни пирки пĕлтерчĕ палăртрĕ, хăйне пăхăнса тăракансем служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине кура вĕсемпе мăнаçланнине çирĕплетрĕ.

Уяв концертпа вĕçленчĕ.

Теги: 

Комментари хушас