Икĕ енлĕ килĕшÿ турĕç

10 Чÿк, 2017

Паян республикăн Финанс министерстви тата «ФИНАМ» инвестици компанийĕ» АО Чăваш Енре пурăнакансене укçапа пĕлсе усă курма вĕрентес ыйтупа пĕр-пĕрне пулăшма килĕшсе татăлчĕç.

Килĕшĕве министерство ячĕпе — ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина, инвестици компанийĕ ячĕпе АО директорĕсен канашĕн председателĕ Владислав Кочетков алă пусрĕç.

Документа çирĕплетнĕ хыççăн вĕсем журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Пирĕн справка

Республикăри граждансен финанс пĕлĕвне ÿстерессишĕн нумай ĕçлеççĕ. «Пĕтĕм Раççейри перекетлĕх эрни», «Финанс пĕлĕвĕн кунĕсем — вĕренÿ заведенийĕсенче» акцисем, уйрăм çынсен тата обществăн укçи-тенкипе çыхăннă темăсемпе онлайн-уроксем ирттерсе, «Россия 24» телеканалăн республикăра хатĕрлекен «Харпăр хăй укçи» передачисене эфира кăларса вĕрентекенсене, ĕçлекенсене, пенсионерсене укçа çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелес тĕлĕшпе усăллă сĕнÿ чылай параççĕ.

2016 çултанпа шкулсене çак ыйтупа кăларнă вĕренÿ пособийĕсемпе, методика литературипе тивĕçтереççĕ. Вĕсене туянма 10 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Кăçалхи авăн уйăхĕнчен 5 шкулта факультатив занятийĕсем иртеççĕ.

Вĕренекенсен финанс пĕлĕвне ÿстерессишĕн мероприятисем ирттерессипе Чăваш Ен 2016 çулта малти рете тухнă виçĕ регион йышне лекме пултарнă.

Комментари хушас