Финанс пĕлĕвне ÿстерме Чăваш Ене килнĕ

11 Чÿк, 2019

Раççейри 30 ытла регионтан бухгалтерсемпе ревизорсем бухучет тата патшалăх финанс контролĕн тытăмĕнчи пĕлĕвне ÿстерме Чăваш Ене килсе çитрĕç. РФ Финанс министерстви пуçарнипе Шупашкарта чÿкĕн 11-13-мĕшĕсенче икĕ пысăк мероприяти иртет.

Канашлу паян Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче уçăлчĕ. Унта бухгалтери специалисчĕсемсĕр пуçне тата РФ Финанс, Оборона министерствисен, Казначейство, Счет палатин, Раççей банкĕн, Пенси фончĕн, ытти ведомство представителĕсем хутшăнчĕç. Чăваш çĕрĕн хăнисене пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина саламларĕ, ĕçре çитĕнÿсем сунчĕ.

РФ Финанс министерствин Патшалăх секторĕнчи бюджет методологийĕн тата финанс отчечĕн департаменчĕн директорĕн заместителĕ Светлана Сивец ертсе пынă «çавра сĕтелте» бухгалтери специалисчĕсем бухучет сферинчи саккун улшăнăвĕсене пăхса тухрĕç, ку тытăмри çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç. Тĕпрен илсен, çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем бухгалтери докуменчĕсене электрон вариант çине куçарассипе çыхăннă. 

Патшалăх /муниципалитет/ финанс контрольне лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен ушкăн ларăвне РФ Финанс министерствин Патшалăх секторĕнчи бюджет методологийĕн тата финанс отчечĕн департаменчĕн директорĕн заместителĕ Станислав Бычков ертсе пычĕ. 

Канашлура çавăн пекех регионсенчен килнĕ специалистсем хăйсен опычĕсемпе паллаштарчĕç, регион тата муниципалитет шайĕнче пурнăçлакан ĕçĕсем çинчен каласа кăтартрĕç.

Валерий ДЗГОЕВ, Патшалăх финансĕсен аталанăвĕн союзĕн председателĕ:

Бухучетпа отчетлăхăн çĕнĕ стандарчĕсене канашлу йĕркелесе сÿтсе явасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Унпа пĕр вăхăтрах финанс контролĕн ыйтăвĕсемпе «çавра сĕтел» те пухăнать. Кунта пăхса тухакан ыйтусен пĕлтерĕшĕ патшалăх управленийĕн ĕç-хĕлĕнче, экономикăра питĕ пысăк. РФ Финанс министерствин департаменчĕн директорĕн икĕ заместителĕ ку отрасльти ăста экспертсем шутланаççĕ. Вĕсен команди пурнăçлакан ĕçе регионсенче те ырласа йышăнаççĕ. Çак ĕçтешлĕх Раççей саккунĕсене лайăхлатма, çĕнĕ меслетсене ĕçе кĕртме майсем туса парать.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас