Венесуэлăра Ленин палăкне уçнă

13 Чÿк, 2017

Ĕнер, чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Венесуэлăн тĕп хулинче Каракасере Владимир Ленин бюстне уçнă. Палăка хулан варрине, Симон Боливар ячĕллĕ проспектра, вырнаçтарнă.

Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Венесуэлăра пирĕн çĕршывра 100 çул каялла пулса иртнĕ революци ячĕпе митинг ирттернĕ. Унта республика Президенчĕ Николас Мадуро сăмах каланă.

Сăмах май, 2013 çулта çĕршывăн Президенчĕ пулнă Уго Чавес ÿтне бальзамласа Революци музейĕнче вырнаçтарма йышăннă.

Теги: 

Комментари хушас