Комментари хушас

Паян Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри «Раççейшĕн» халăх фрончĕ» общество юхăмĕн Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕн конференцийĕ иртрĕ. Ларăва Николай Казаков сопредседатель уçса тата ертсе пычĕ.

Халăх фрончĕн регион конференцийĕнче РФ Президенчĕн çу уйăхĕнчи хушăвĕсене Чăваш Енре пурнăçлассине сăнаса тăрассипе çыхăннă ĕç-хĕле, «Тĕплĕ тасатар», «Халăх фрончĕн çул-йĕр инспекцийĕ/Япăх çулсен картти», «Пахалăхăн халăх хаклавĕ» проектсемпе килĕшÿллĕн тунă ĕçсене пăхса тухрĕç, хак парса пĕтĕмлетрĕç. Çавăн пекех общество юхăмĕн хастарĕсем республикăри экологи, медицина, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ тата культура тытăмĕсенчи, ял-хулана хăтлăх кĕртессипе, çул-йĕр строительствипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Конференци ĕçне пĕтĕмлетсе Халăх фрончĕн хастарĕсем республика ертÿлĕхĕ валли ялсемпе хуласенчи парксемпе кану вырăнĕсене хăтлăлатассине, çÿп-çап пухассине, тÿлевсĕр медицина пахалăхне ÿстерессине, Улатăр, Шăмăршă, Комсомольски, Патăрьел районĕсенче пурăнакансене паха шывпа тивĕçтерессине т.ыт.те лайăхлатма пулăшакан сĕнÿсем хатĕрлерĕç.

 

Валентина БАГАДЕРОВА.