Шупашкар районĕ 90 çулхи юбилейне уявларĕ

10 Чÿк, 2017

Паян Шупашкар районĕ Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне пухăнчĕ. Хирти ĕç-пуçа вĕçленĕ хыççăн çулсерен палăртакан уява хальхинче муниципалитета йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине тĕпе хурса ирттерчĕç.

Уй-хирпе фермăра, предприятисемпе социаллă учрежденисенче ырми-канми тăрăшакан пултаруллă çĕр ĕçченĕсене саламлама республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Саламламалăх, чăн та, пур. Районти 18 ял хуçалăх предприятийĕнчен кăçалхи тăхăр уйăха 14-шĕ тупăшпа вĕçленĕ. Ĕç укçин виçине те пĕчĕк тееймĕн: уйăхсерен вăтамран 20 пине яхăн ларнă. Республика ертÿçи ветерансен тÿпине уйрăммăн палăртрĕ. Муниципалитет ура çинче яланах çирĕп тăнине те вăл асăнса хăварчĕ. "Хăрушсăр тата пахалăхлă çулсем" федераци программине лекнĕ 4 район хушшинче пуррине те каларĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Владимир Димитриев кăçалхи ĕç-хĕле çеç мар, юлашки 5 çулхине те тишкернĕ май муниципалитета килекен укçа виçине тата пĕлтерĕшлĕ ытти саманта илсе кăтатрĕ.

Шупашкар районĕсене Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ Альбина Егорова, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина, Шупашкар район пуçлăхĕ Андрей Николаев та саламласа ырă сунчĕç.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас