Пĕтĕм халăх уявĕ
Май уявĕ те асăмра ăшшăн çырăнса юлнă. Тĕрĕссипе, унашкал праçник пурри çинчен сакăр çула çитиччен пĕлсех те кайман-ха. Çитмĕл киллĕ ялтан салари вăтам шкула çÿреме пуçласан вара çав куна çулленех кĕтеттĕм. "Мир! Ĕç! Май!", - тесе капăрлатнă пĕчĕк ялавсемпе вĕрсе карăнтарнă тĕрлĕ тĕслĕ хăмпă маншăн хăйне евĕрлĕ асамлăхпа илемччĕ. Салан аслă урамĕпе халăхпа пĕрле кар тăрса утаттăмăр, юрă-кĕвĕ шăрантараттăмăр.