Алина Прокопьева - марафон çĕнтерÿçи

23 Ака, 2014

Çуллахи Универсиадăра икĕ кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ спортсменка Алина Прокопьева Японири Нагано хулинче иртнĕ пĕтĕм тĕнче марафонĕнче çĕнтернĕ.

Тупăшăва пине яхăн спортсмен хутшăннă. Пирĕн ентеш Японири чи вăйлă марафонçăсене кая хăварса пĕрремĕш тухма пултарнă. Унăн вăхăчĕ - 2 сехет те 30,56 минут. 28 çулти атлетшăн ку питĕ пысăк çитĕнÿ. Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Кузнецов патĕнче ăсталăха туптаканскер çак ăмăртура хăйĕн кăтартăвне çĕнетнĕ.

Наганори марафона 1999 çултанпа йĕркелеççĕ, унта планетăри чи сумлă спортсменсем вăй виçеççĕ. Çак тапхăрта унта Раççей атлечĕсем 10 хутчен çĕнтернĕ, Чăваш Ен марафонçисем те наградăсăр юлман. Пĕрремĕш ăмăртурах Олимп чемпионки Валентина Егорова çĕнтернĕ, 2005-2006 çулсенче - Альбина Майорова, 2009 çулта - Йĕпреç тăрăхĕнчи, халĕ Тольяттире пурăнакан Ирина Тимофеева, пĕлтĕр Наталья Пучкова мала тухнă.

А.МИХАЙЛОВ.