Ир те, каç та тăван чĕлхе янăрать

23 Ака, 2014

Чăваш наци радиовĕ 5 çул каялла Аслă Патриархăмăр Иван Яковлев çуралнă кун - ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче - пĕрремĕш хут эфира тухрĕ. Паян вăл 105 FM тата 72.41 УКВ хумсем çинче, интернетра ntrk21.ru адреспа пĕтĕм тĕнчере талăкĕпех калаçать. Эфирăн пĕр пайне юрă-кĕвĕ, тепĕр пайне информаципе аналитика, обществăпа политика, литературăпа драма, ăслăлăхпа вĕрентÿ, ача-пăча, вăйă-кулă кăларăмĕсем йышăнаççĕ. «Каннă чухне те, ĕçленĕ чухне те - Чăваш наци радиовĕ». Ку эпир шухăшласа кăларнă хитре каларăш мар. Ку чăннипех çапла. Паян тĕрлĕ сăлтавпа наци радионе итлеймен çемье хăйне чăваш тĕнчинчен уйăрнă пек, тымарне касса янă пек туять.

Тĕплĕнрех - эрне кунхи кăларăмра.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Рубрика: 

Новости по теме