Чăваш наци радиовĕ 5 çул

Чăваш наци радиовĕ 5 çул каялла Аслă Патриархăмăр Иван Яковлев çуралнă кун - ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче - пĕрремĕш хут эфира тухрĕ. Паян вăл 105 FM тата 72.41 УКВ хумсем çинче, интернетра ntrk21.ru адреспа пĕтĕм тĕнчере талăкĕпех калаçать. Эфирăн пĕр пайне юрă-кĕвĕ, тепĕр пайне информаципе аналитика, обществăпа политика, литературăпа драма, ăслăлăхпа вĕрентÿ, ача-пăча, вăйă-кулă кăларăмĕсем йышăнаççĕ. «Каннă чухне те, ĕçленĕ чухне те - Чăваш наци радиовĕ». Ку эпир шухăшласа кăларнă хитре каларăш мар. Ку чăннипех çапла.

Subscribe to Чăваш наци радиовĕ 5 çул