Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи
Çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿллĕ, тивĕçлĕ шайра пăхса ÿстерес ĕçре тăван чĕлхене вĕрентни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕренекенсен пуплевне аталантарасси, ачасене сăмахсемпе вырăнлă та тирпейлĕ усă курма вĕрентесси тата вĕсен сăмах йышне пуянлатасси - тăван чĕлхе вĕрентес ĕçĕн тĕп тĕллевĕсем. Çав тĕлĕшпе «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă тÿпи çав тери пысăк: ача яланах çĕннине, урокра вĕрентменнине, пĕлме тăрăшать. Кăсăк та шÿтлĕ ыйтусем ачасен пуплев культурине ÿстерме пулăшаççĕ, сăмахсемпе тата фразеологизмсемпе, грамматика формисемпе тата синтаксис конструкцийĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентеççĕ.