Ӳнерпе сиплеççĕ

21 Ака, 2014

Иртнĕ эрнере хула 1-мĕш клиника больницинчи инсульт хыççăн сипленекенсен реабилитаци уйрăмĕнче "Искусство терапийĕ" пӳлĕмĕ уçăлчĕ. Унта специалистсем пуç мими, нерв чирĕсемпе нушаланакансене ӳнерĕн тĕрлĕ тĕсĕпе усă курса сиплеççĕ. Ку çĕнĕлĕх ЧР Сывлăх сыхлав министерстви, республикăри Хĕрарăмсен канашĕ тата Чăваш патшалăх пукане театрĕ пуçарăвĕпе килĕшӳллĕн пурнăçа кĕчĕ.

Лайăх та савăк кăмăл-туйăм чир-чĕре парăнтарма пулăшни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Проект авторĕсем сусăрсене амакпа кĕрешме вăй-хал парнелес, сывă пурнăçа тавăрас тĕллев лартнă.

Пӳлĕм уçăлнă кун Чăваш патшалăх пукане театрĕ пациентсене "Атя, Тилĕ, яра пар!" юмахпа савăнтрачĕ. Ӳлĕмрен артистсемпе тытти ӳнерçĕсем кунта килсех çӳрĕç.

Тĕплĕнрех - "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатăн çитес номерĕнче.

Рубрика: