15 район акана тухнă

22 Ака, 2014

Кунсем хĕвеллĕ те ăшă тăнăран çĕр хăвăрт типет. Хресчен тăпрари нÿрĕкпе вăхăтра усă курасшăн. Патăрьелсемпе Пăрачкавсем тырă акма тухни çинчен маларах пĕлтернĕччĕ. Иртнĕ эрне вĕçĕнче вара çак ĕçе тата 13 район хушăнчĕ. Элĕк, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Çĕрпÿ тата Сĕнтĕрвăрри енсем те çĕр пулса çитсенех хире тухĕç.

Республикипе 7563 гектар /пĕлтĕр çак вăхăтра - 160 га/ çинчи тăпрана вăрлăх варăнтарнă, тĕпрен илсен - урпапа çурхи тулă. Хальлĕхе Вăрнарсемпе /1725 га е 13,2%/ Патăрьелсем /1574 га - 11,6%/, Комсомольскисемпе /1210 га - 11%/ Шăмăршăсем /960 га - 10,9%/ малта пыраççĕ.

Пĕр вăхăтрах темиçе ĕç пурнăçламалла. 5 районăн акма вăрлăх çитмест. Хĕрлĕ Чутайсен вăл - 74,4, Улатăрсен 89,5 процент çеç. Çав вăхăтрах ăна тасатса пĕтермелле, им-çамламалла /хальлĕхе тăваттăмĕш пайĕ çеç хатĕр/.

Кĕрхисемпе нумай çул ÿсекен курăксене çине тăрсах апатлантармалла. Муркашсем - 20,4, Улатăрсем - 23, Вăрмарсем - 28, Тăвайсем 28,5% çеç минерал удобренийĕ хатĕрленĕ.

Çунтармалли-сĕрмелли материал та хăшĕ-пĕрин çителĕксĕр. Дизель топливине Улатăрсем - 45,5, Муркашсем - 49,4, Элĕксем - 55,9, Çĕмĕрлесем 57,5% çеç кÿрсе килнĕ. Автобензин саппасĕ Красноармейскисен - 14, Вăрмарсен 31,3 процент çеç.

Рубрика: