Пĕтĕм халăх уявĕ

29 Ака, 2014

Май уявĕ те асăмра ăшшăн çырăнса юлнă. Тĕрĕссипе, унашкал праçник пурри çинчен сакăр çула çитиччен пĕлсех те кайман-ха. Çитмĕл киллĕ ялтан салари вăтам шкула çÿреме пуçласан вара çав куна çулленех кĕтеттĕм. "Мир! Ĕç! Май!", - тесе капăрлатнă пĕчĕк ялавсемпе вĕрсе карăнтарнă тĕрлĕ тĕслĕ хăмпă маншăн хăйне евĕрлĕ асамлăхпа илемччĕ. Салан аслă урамĕпе халăхпа пĕрле кар тăрса утаттăмăр, юрă-кĕвĕ шăрантараттăмăр.

Студент çулĕсенче те çак куна кĕтеттĕмĕр, çын умне тухмашкăн çĕнĕ тум туянма тăрăшаттăмăр. Ушкăнпа пĕрле демонстрацире пулнă хыççăн çывăх юлташсемпе "маевкăна" вăрмана каяттăмăр, çут çанталăк чĕрĕлсе вăй илнине сăнама юрататтăмăр.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн ыранхи, ака уйăхĕн 30-мĕшĕнчи, номерĕнче.

Валентина СМИРНОВА.

Рубрика: 
Теги: 

Новости по теме