Каллех тепĕр çулхи уявччен?..

28 Ака, 2014

Республикăри чылай ял-поселока, район центрĕпе хулана илсе çитернĕ мана журналист çулĕ-ĕçĕ. Кирек ăçта пулсан та кашнийĕншĕн ялан сăваплă пулмалли вырăна - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин юнлă уй-хирĕсенчен тăван кĕтесе чĕрĕ-сывă таврăнма пÿрмен, пĕр-пĕр яла е хулана тăшманран тасатнă чухне пуç хунă паттăрсене асăнса, вĕсен ячĕсене халăх чĕринче хăварас тесе лартнă палăксемпе çывăх çыннисемпе тăванĕ-пĕтенĕ ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă çăва-масарсене тирпейлесе-пăхса тăнине сăнаса халĕ çеç хам пулнă вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата кунта пурăнакансен пуçарулхне хак паратăп. Шел те, çав пĕтĕмлетÿ чылай чухне кăмăла пăсать. Чылай çĕрте - куçа тăрăнакан килпетсĕрлĕх. Акă палăк-обелисксенех илер. Вĕсем тавра тытнă карта çĕрĕшнĕ, решеткисем тухса ÿкнĕ, кирпĕчрен купаланисен çинчи штукатурка хăйпăннă, ят-хушамат çырнă плитка тĕссĕрленнĕ, çăлтăрĕ тутăхпа витĕннĕ. Йĕри-тавра - пĕлтĕрхи хыт хура, çÿп-çап, хут татăкĕ, кĕленче ванчăкĕ...

 

Тĕплĕнрех - çитес номерте.

Рубрика: