Лартма вырăн хатĕрле
Республикăра çăмăл машинăллă граждансен йышĕ çуллен ÿсет. Хальхи вăхăтра автомототранспорт шучĕ пĕтĕмпе - 333740 единица. Хальхи пурнăçра вăл е ку ыйтăва хăвăрт татса пама, ĕçе васкавлă пурнăçлама килте транспорт пулни пĕлтерĕшлĕ. Анчах çакăнпа пĕрле тепĕр ыйту çивĕчленет: машинăна упрама ятарлă вырăн çукран ăна ăçта май килнĕ, çавăнта лартаççĕ. Уйрăмах çакна хуласемпе район центрĕсенче каçсерен сăнама пулать. Ача-пăча площадкине те, чечек газонне те, тротуара та пăхмаççĕ. Çăл, пушартан сыхланмалли шыв гидранчĕсен вырăнĕсене йышăнаççĕ.