Амăшĕсем валли - тивĕçлĕ вырăн

27 Çу, 2015

Ăна тупмашкăн ĕçлев центрĕсем пулăшаççĕ

Демографи лару-тăрăвне лайăхлатмашкăн Раççей регионĕсенче пуринче те комплекслă мерăсем туса хатĕрленĕ. Вĕсенчен пĕрне, хĕрарăмсен социаллă-ĕçлев тытăмĕнчи прависемпе гарантийĕсене хÿтĕлессипе çыхăннине, халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăсем пурнăçа кĕртеççĕ.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби кун пек чухне республика шайĕнче йышăннă "çул карттине" тĕпе хурать. Официаллă йĕркепе ăна "Чăваш Республикинче 2013-2015 çулсем валли хĕрарăмсене ачасене воспитани памалли тата ĕçлевĕн тивĕçĕсене пĕрле пурнăçламашкăн, çавăн пекех ачана виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн илнĕ отпускри хĕрарăмсен професси вĕренĕвне /тепĕр специальноç илессине/ йĕркелемешкĕн условисем туса парасси" теççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа служба органĕсене ĕç шыраса çул çитмен ачаллă 8696 хĕрарăм пынă, вĕсенчен 6209-шне е 71,4 процентне вырăн тупса панă.

Ĕçе вырнаçтарассин эффективлăхне ÿстерес тĕллевпе кăçал хĕрарăмсем /çав шутра çул çитмен ачаллисемшĕн те/ валли вакансисен 2 ярмăрккине йĕркеленĕ.

Пĕчĕк ача çитĕнтерекен амăшĕсен рынокри тупăшма пултараслăхне ÿстермешкĕн Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă "Халăха ĕçпе тивĕçтересси" патшалăх программинче ачана 3 çула çитиччен пăхакан амăшĕсенчен 400-шне çуллен вĕренме ямашкăн палăртнă.

Кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче асăннă ушкăна кĕрекен 219 хĕрарăм профессин хушма вĕренĕвне илме кайнă /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 213/: 62-шĕ - ачана 3 çула çитиччен пăхса усрамашкăн отпуск илнисем, 157-шĕ - ĕç хутшăнăвĕнче тăмасăр ачана 3 çула çитиччен пăхакансем. Çавăн пекех виçĕ çула çитмен ачаллă 36 ĕçсĕр хĕрарăма вĕренĕве янă. Вĕсем валли профессин тата профессин хушма вĕренĕвне 18 специальноçпа йĕркеленĕ. Çав шутра: бухгалтер /квалификацие ÿстересси тата тепĕр специальноçа алла илесси/, дизайнер, маникюрша, заправка станцийĕн операторĕ, сутуçă-кассир, çĕвĕç, кадр пайĕн инспекторĕ, повар, парикмахер тата ытти. Вĕренĕве конкурс мелĕпе суйласа илнĕ пĕлÿ паракан 10 учрежденире йĕркеленĕ. Специальноçлă пулнă хыççăн пурне те вырнаçтарнă. Çавăн пекех çирĕплетнĕ килĕшÿсем тăрăх ачана воспитани парассине ĕçлевпе шайлаштарас шухăшлă 14 хĕрарăма кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче вырăн тупса панă: вĕсенчен 2-шĕ - сусăр, 12-шĕ йышлă ача çитĕнтереççĕ. Пурне те тулли мар ĕç кунĕллĕ, ятарлă режимлă ваканси тупса панă.

Ачана 3 çула çитиччен пăхакан хĕрарăмсен професси вĕренĕвне йĕркелемешкĕн уйăракан бюджет укçи - 5779,9 пин, воспитание ĕçлевпе шайлаштарас тĕллевлĕ амăшĕсене условисем туса памашкăн палăртни 1500 пин тенкĕпе танлашать.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Рубрика: 

Новости по теме