Новости по теме

3 Çĕртме, 2015

Пуçаруллă çамрăксем — патшалăх шанчăкĕ

Чăваш Ен ертÿлĕхĕ çамрăксен политикине аталантарса пырассипе тимлĕ ĕçлет. Çакна республикăра çамрăксен общество организацийĕсемпе, студентсен ушкăнĕсемпе час-часах иртекен тĕлпулусем те çирĕплетеççĕ.

2 Çĕртме, 2015

Тăван чĕлхен сухине кÿлĕннĕ вăл хăйне хăй

«Иртрĕ Çимĕк, иртрĕ туй, иртрĕ туйри савăнăç», - вулатпăр Константин Ивановăн «Нарспи» поэмăри «Çимĕк иртсен» сыпăк пуçламăшĕнче. Çапла, кирек мĕнле аслă уяв та, кирек мĕнле туй-çуй та вăхăчĕ çитсен иртетех.

2 Çĕртме, 2015

Поздравляем с литературной премией!

Андрей Растворцев  из Чебоксар стал победителем (1 место) конкурса военного рассказа, который организовал московский сетевой журнал «Камертон». Писатель представил на конкурс рассказ «Встреча», опубликованный впервые в журнале «ЛИК».

Победитель конкурса, приуроченного к 70-летию Победы в Великой Отечественной войне, получил и солидный денежный приз.

В  конкурсе участвовали более 200 человек из разных стран мира.

Издательский дом «Хыпар» и редакция журнала «ЛИК» поздравляют Андрея Растворцева с престижной премией и желают новых успехов в творчестве.

2 Çĕртме, 2015

Тĕлпулу ырă туйăм парнелерĕ

Çамрăк специалистсене республикăри потребкооперацире вăй хума çултан-çул интереслĕ тата илĕртÿллĕ: автоматсене производство линийĕсене вырнаçтараççĕ, тавара шута илес тата сутас ĕçе ку чухнехи технологисемпе пуянлатаççĕ, пушă вăхăта усăллă та тĕллевлĕ ирттерме майсем туса параççĕ.

2 Çĕртме, 2015

Каникулта ĕçлес кăмăллă çул çитмен çамрăксене пулăшаççĕ

1. Ĕçе вырнаçмашкăн камран пулăшу ыйтмалла?

Каникул кунĕсенче ĕçе вырнаçас тĕллевлĕ çамрăксен ĕçпе тивĕçтерекен патне тÿрремĕнех е 14-18 çулсенчи граждансене вăхăтлăх вырнаçтарассине йĕркелес енĕпе патшалăх пулăшăвĕ паракан служба центрĕсене пымалла.

2. Ĕçлев саккунĕ тăрăх килĕшĕве хăш ÿсĕмрисемпе çирĕплетме юрать?

Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕ 16 çула çитнĕ çамрăксемпе килĕшÿ çирĕплетме ирĕк парать.

1 Çĕртме, 2015

Чăваш хушшинче хĕрарăма хисеплекен арçын пурах

Кăçал Раççейре - Литература, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пулнă май кĕнеке презентацийĕ тăтăшах иртет. Иртнĕ эрнере çыравçăсен пĕр ушкăнĕ Наци библиотекинче пухăнчĕ. Уявăн тĕп хăнисем - Элĕк районĕнчи Ураскилтре пурăнакан Ливерипе Анфиса Федоровсем.

Pages