Чи лайăххисене палăртнă
Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăпа ĕçлекен 50 яхăн пин организаципе предприяти шутланать. Вĕсенче 153 пин çын вăй хурать. Республика экономикинче тăрăшакансен пĕрре виççĕмĕш пайĕ çав тытăмра ĕçлет. Пĕлтĕр вĕсем 247,6 млрд тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, виçĕм çулхипе танлаштарсан кăтарту 2,5 процент ÿснĕ. Çакăн çинчен пĕлтернĕ республикăн экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин Раççейри предпринимательство кунне халалланнă уявра.