Сиен - 520 пин ытла тенкĕлĕх

28 Çу, 2015

Ача садĕнче çавăн чухлĕ укçа вăрлама май çуках тесе шутласа илтĕр-тĕк - йăнăшатăр. Улатăр хулинчи муниципалитет садикĕсенчен пĕрин заведующийĕ шкулчченхи вĕренÿ заведенийĕнче те саккуна пăсса пысăк тупăш илме май пуррине хăйĕн тĕслĕхĕпе ĕнентерсе панă.

Ун тĕлĕшпе Уголовлă кодексăн темиçе статйипе уголовлă ĕç пуçарнă: должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн, служба вырăнĕпе усă курса пысăк виçепе укçа вăрланăшăн, службăри ултавшăн. Ĕçе Следстви комитечĕн Çĕмĕрлери пайĕ тĕпчет.

Унăн версийĕпе килĕшÿллĕн 2010 çулхи сентябрьтен тытăнса 2014 çулхи декабрьччен заведующи хăйне пăхăнса тăракансен ĕç вăхăтне шута илмелли табельсене суя кăтартусем кĕртсе пынă. Вĕсене ĕненес-тĕк унăн икĕ пĕлĕшĕ ача садĕнче тăрăшмасăрах ĕçленĕ пек курăннă. Çав документсене пуçлăх бухгалтерие панă, вĕсене тĕпе хурса "вăрттăн" сотрудниксене ĕç укçи тÿленĕ, çавăн пекех бюджет тулашĕнчи фондсене тивĕçлĕ тÿлевĕсене куçарнă.

Çавна май муниципалитета пĕтĕмпе 500 пин ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Çав шутран суя ĕçченсенчен пĕрин ячĕпе тÿленĕ 198 пин тенке заведующи хăйĕн кĕсйине чикнĕ, 207 пинне тăкакласа пĕтернĕ - ку укçана тепĕр пĕлĕшне тÿленĕ.

К.АНТОНОВ

Рубрика: