Амнисти алиментран хăтармасть
28 May, 2015 | Пулса иртни

Тăвай районĕнчи 30 çулти Геннадий Егоров 2010 çулхи апрельтенпе хăйĕн пĕчĕк ачи валли алимент тÿлессинчен сĕмсĕррĕн пăрăнса пурăннă. Парăм виçи 437 пин тенке яхăнах капланнă. Паллах, кунашкаллишĕн саккун пуçран шăлмасть.

Суд приставĕ укçа тÿлемелли пирки ăна пĕрре кăна мар асăрхаттарнă. Геннадий суд хăйĕнчен алимент шыраса илме йышăннине те пĕлнĕ. Пурпĕр тÿлемен, ачи мĕнле ÿснипе кăсăкланман, воспитани пирки шухăшламан. Официаллă майпа асăрхаттарнă хыççăн çулталăкра икшер хут кăна алимент шучĕпе укçа панă - 500 тата 1 пин тенкĕ.

Официаллă майпа ниçта та ĕçлемен, суд приставĕ тивĕçлĕ хут панă пулин те ĕçлев центрне кайман. Хăй, чăн та, урăх регионсене кайса ĕçленĕ, анчах ачи валли укçа куçарман. Официаллă майпа ĕçлемесен алимент шыраса илеймĕç тенĕ пуль. Анчах ку алимент тÿлессинчен хăтармасть. Пачах тепĕр майлă, çак тапхăрта алимента Раççейри уйăхри вăтам ĕç укçин виçине кура шыраса илеççĕ. Вăл вара, сăмахран, пĕлтĕрхи декабрьте 42136 тенкĕ пулнă, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 31 180 тенкĕ. Çавна май Егоровăн парăмĕ çак виçен 1/4 чухлĕ капланса пынă - уйăхсерен 7-10 пин тенкĕ. Вăл официаллă майпа ĕçленĕ е ĕçлев центрĕнче шута тăнă-тăк - сахалрах тÿлемелле пулатчĕ, илнĕ тупăша кура тÿлеттеретчĕç.

Суд пулчĕ. Егоров хăйĕн айăпне йышăнса ÿкĕнчĕ, çийĕнчен пĕр предприятие механизатора ĕçе вырнаçнă. Тăвай районĕн пĕр-ремĕш суд участокĕн миравай судйи ăна УК 157 статйин 1-мĕш пайĕпе айăпласа 6 уйăх ĕçлесе юсанмалли приговор палăртрĕ. Ĕç укçин 15% патшалăх валли тытса юлĕç.

Патшалăх Думин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа амнисти тăвасси çинчен калакан йышăнăвĕпе килĕ-шÿллĕн йывăр мар преступлени тунăшăн пирвайхи хут айăпланакансене яваплăхран хăтараççĕ. Шăпах çак йышăнăва тĕпе хурса Егоров та явап тытмасть. Анчах ку çул çитмен ачасене пăхса усрама укçа тÿлемелле маррине пĕлтермест. Егоровăн çул çитнĕ хĕрне те 50 пин тенкĕ ытла тÿлемелле. Арçын вăл 18 çул тултариччен, 2004-2012 çулсенче, уншăн алимент тÿлемен.