Питĕнчен - тимĕр чашăкпа
Шупашкар районĕн сучĕ Ханты-Манси автономи округĕнчи Сургут хулинче пурăнакан, халĕ Раççей ФСИНĕн Чăваш Енри управленийĕн юсанмалли 6-мĕш колонийĕнче кирпĕч шутлакан 34 çулти арçын тĕлĕшпе приговор вуланă. Ăна çирĕп режимлă колоние 5 çул та 3 уйăх та 19 кунлăха лартма йышăннă.
Следстви тишкернĕ, суд пăхса тухнă тăрăх, кăçалхи март уйăхĕн 21-мĕшĕнче çĕрле çак арçын юсанмалли учрежденин туберкулезпа чирлисен больницинче выртнă май дежурствăра пулнă сотруднике питĕнчен тимĕр чашăкпа сулса çапнă. Палăртмалла: судпа халĕ пиллĕкмĕш хут айăпланнă арçын йĕплĕ пралук леш енче 2003 çултанпа ларать. Ун чухне ăна вăрă-хурах ĕçĕпе аппаланнăшăн 8 çул та 7 уйăхлăха хупнă. Кайран тата юсанмалли учреждени ĕçне сиен кÿнĕшĕн виçĕ хутчен айăпланă. Çапла майпа унăн срок хушăнсах пырать.