Америка ĕмĕтре кăна
28 May, 2015 | Хула

34 çулти арçынпа унăн 29-ти мăшăрĕ суд умне тăнă. Шупашкар çыннисене Ленин районĕн сучĕ каварлашса взятка панăшăн айăпланă.

Вĕсене кăçалхи мартра полицейские 5 пин тенкĕлле тата пĕр литр вискилле сутăн илме тăнăшăн тытса чарнă. Вĕсем взятка парса право хуралĕн органĕн сотрудникĕнчен суя документсем хатĕрлеме ыйтнă. Пакунлă çыннăн çак арçын тĕлĕшпе тĕн ĕненĕвне пула вăйпа усă курнине çирĕплетмелле пулнă. Мĕн тума? Çак документ Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче пурăнмашкăн вăхăтлăх ирĕк илмелли ыйтăва татса памашкăн пулăшасса шаннă. Мăшăр АПШна самолетпа вĕçмешкĕн билетсем те туянса хунă. Анчах палăртни тÿрре тухман - ШĔМĕн хăйĕн хăрушсăрлăхĕн службин тата ФХС сотрудникĕсем преступление тăрă шыв çине кăларнă. Упăшкипе арăмĕ маларах хăйсене тĕне пула такамсем тапăнса хĕненĕ май суранланнине ĕнентерекен суя медицина докуменчĕсем те хатĕрленĕ иккен, çак хутсене вĕсен çумĕнче тупнă. Çук, Америкăра тĕпленес ĕмĕт пурпĕр пурнăçланман.

Арçынпа хĕрарăма условнăй майпа 4 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă, 60 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Н.АНТИПОВ.

Н.АНТИПОВ