Германирен “ылтăнпа” таврăннă

28 Çу, 2015

Çак кунсенче Германире хĕрарăмсен кĕрешĕвĕ енĕпе пĕтĕм тĕнчери турнир вĕçленнĕ. Унта пирĕн спортсменсем те палăрнă. Вĕсем тăван тăрăха икĕ медальпе таврăннă.

Дормаген хулинче иртнĕ турнирта чăваш спортсменкисем кадетсен ушкăнĕнче малти вырăнсене çĕнсе илме пултарнă. Ирина Алексеева 38 килограмм тайманнисен виçе категорийĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çак ушкăнра иккĕмĕш вырăна та Раççей спортсменки Вероника Хомушку çĕнсе илнĕ. Пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине вара Польша хĕрĕ Мартына Сиеслак хăпарнă. Тепĕр ентешĕмĕр Екатерина Михайлова вара 40 килограмм тайманнисен виçе категорийĕнче чи маттурри пулнă. Вăл Польшăри Наталия Станека, Германири Селин Мехнера çĕнтерме пултарнă.

Рубрика: