Лартма вырăн хатĕрле

27 Çу, 2015

Республикăра çăмăл машинăллă граждансен йышĕ çуллен ÿсет. Хальхи вăхăтра автомототранспорт шучĕ пĕтĕмпе - 333740 единица. Хальхи пурнăçра вăл е ку ыйтăва хăвăрт татса пама, ĕçе васкавлă пурнăçлама килте транспорт пулни пĕлтерĕшлĕ. Анчах çакăнпа пĕрле тепĕр ыйту çивĕчленет: машинăна упрама ятарлă вырăн çукран ăна ăçта май килнĕ, çавăнта лартаççĕ. Уйрăмах çакна хуласемпе район центрĕсенче каçсерен сăнама пулать. Ача-пăча площадкине те, чечек газонне те, тротуара та пăхмаççĕ. Çăл, пушартан сыхланмалли шыв гидранчĕсен вырăнĕсене йышăнаççĕ. Машинăсене çирĕплетмен вырăнсенче лартнăран çурт картишне çÿп-çап тиесе тухакан транспорт кĕреймест.

Шупашкарта çак ыйту уйрăмах çивĕч тăрать. Кăçалхи тăватă уйăхра хулан Ленин районĕнчи административлă комисси тирпей-илемлĕх йĕркине пăхăнманшăн 1694 протокол пăхса тухса 1516 штраф хунă. Вĕсен сумми 1854 пин тенкĕпе танлашнă. 172 водителе асăрхаттарнă.

Пирĕн вара машина хуçисене çакна асаилтерес килет. Пĕлтĕрхи декабрĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикинче административлă йĕркене пăсни çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем шăпах тирпей-илемпе çыхăннă правилăсене пырса тивеççĕ. Хулара е районсенче вырăнти самоуправлени тытăмĕ çирĕплетнĕ йĕркене пăсакан граждансене асăрхаттараççĕ е 1 пинрен пуçласа 2 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ. Пуçлăхсемпе ертÿçĕсен 2 пинрен пуçласан 5 пин тенкĕ таран кăларса хума тивет. Предприятисемпе организацисене 5 пинрен пуçласа 20 пин тенкĕ таран штраф хураççĕ. Административлă йĕркене иккĕмĕш хут пăссан штраф виçи икĕ хута яхăн е ытларах та пысăкланать.

Теги: