Паха тавар тупăшăва тÿсĕмлĕ

27 Çу, 2015

Май уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта "Ют çĕршывсенчен кÿрсе килнĕ тавар вырăнне хамăрăнне туса кăларма пуçлани - регионсен предпринимательлĕхне аталанма май туса пани" темăпа "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей" политика партийĕн федерацин Атăлçи округĕнчи депутачĕсен конгресĕ иртрĕ. Ăна РФ Патшалăх Думин депутачĕ Михаил Брячак ертсе пычĕ. Пухăннисене Раççей предпринимательлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламларĕ, тĕлпулăва округăн 14 субъектĕнчен 146 çын хутшăннине пĕлтерчĕ.

Атăлçи округĕнчи регионсенче халиччен урăх çĕршывсенчен туяннă тавар вырăнне хамăрăнне туса кăларас ыйтăва татса панă чухне йывăрлăхсем тухса тăнă. Вĕсене пĕтерме йышăнсан та агропромышленноç комплексĕнче, машинăсем тăвас ĕçре, çăмăл промышленноçра, строительство материалĕсен производствинче модернизаци программисем пурнăçланман. Отрасльсенчи планпа пăхнă мероприятисем кĕтнĕ кăтартусем кÿреймен. Çĕршывăн финанс политики те лару-тăрăва лайăхлатайман, предприятисене инноваци çулĕ çине кăларайман. Капланнă ыйтусем депутатсене конгресс ирттерме хистенĕ.

- Хамăрăн экономикăна çине тăрсах аталантарас ыйту паян мар, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех, Совет Союзĕ арканнă хыççăн çивĕчленнĕ. Кăçалхи апрелĕн 8-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ форумра регионсем импорта тивĕçлĕ тавар туса кăларас ыйтупа епле ĕçленине палăртрĕç. Аллă проценчĕ çеç палăртнине ăнланса пурнăçлать иккен, - терĕ депутатсен палата канашĕн председателĕ Николай Левичев.

Тĕплĕнрех çитес номерте.

Валентин ГРИГОРЬЕВ