Ĕç стажĕ пĕчĕкленет

26 Çу, 2015

2015 çулхи июньтен «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме çăмăлланĕ. Малашне арçынсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 42 çул та 6 уйăх, хĕрарăмсен 37 çул та 6 уйăх пулмалла. Унччен вара арçынсен 45 çулран кая мар ĕçлемелле пулнă, хĕрарăмсен - 40 çул. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулас ветеранăн ĕç стажне 2,5 çул кĕскетесси пирки кăларнă йышăнăва алă пуснă ĕнтĕ. Документ 2015 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет.

Çапла вара республикăри 10 пин çын пенси çумне хушма укçа, 1082 тенкĕ илме пуçлать. Çыхăну пулăшăвĕшĕн те 50 процент йÿнĕрех тÿлеме тытăнĕç. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре ĕç ветеранĕ ята 22 пин çын тивĕçнĕ.

«Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме тивĕçлисен ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центр» хысна учрежденийĕсен район-хуласенчи уйрăмĕсене паспорт копийĕ е ăна улăштаракан документ, 3х4 см виçеллĕ пĕр сăнÿкерчĕк тăратмалла.

Рубрика: