Суя укçа

26 Çу, 2015

Юлашки вăхăтра суя хут укçа сарăлма тытăнни сисĕнет. Вĕсем темиçе алă витĕр тухса банка та лекеççĕ. Финанс учрежденине çитиччен ниме тăман хутсене чăн укçаран уйăрса илекен тупăнманни тĕлĕнтерет. Мĕн тăвас тетĕн, ултавçăсем те ăсталăха ÿстерсех пыраççĕ çав.

Нумаях пулмасть Шупашкарти банка пĕр фирма укçа хывнă. Медицина оборудованийĕсем сутакан предприятин тупăшĕ те самай пулнă. Банк ĕçченĕсем чăштăр-чăштăр хутсене йышăннă май 1 пин тенкĕлĕххисем хушшинче суя укçа асăрханă. Суту-илÿ çурчĕсенче купюрăна тĕрĕслемелли аппаратсем пурах ĕнтĕ. Мĕншĕн вĕсемпе усă курман-ши?

Рубрика: