Новости по теме

27 Пуш, 2023

Кашни гектар усă кӳтĕр

Пĕлтĕр техника уя пуçласа ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче тухнă, кăçал вара — пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчех. Чи малтан Улатăрсем калчасене апатлантарма пуçланă. Унтан — Пăрачкавсемпе Шăмăршăсем. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхне Олег Николаева ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтерчĕ.

24 Пуш, 2023

17 пине яхăн ача кăçал республикăра парта хушшине пуçласа ларĕ

Çак шутран 8,5 пин  Шупашкарта пурăнать. Заявленисен шучĕ нумаййине кура хăш-пĕр шкулта хушма классем уçĕç.

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче 1-мĕш класа каякан ачасен ашшĕ-амăшĕнчен заявлени йышăнма тытăнĕç. Çак тапхăр çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен тăсăлĕ.

«Ачана шкула илес умĕн ашшĕ-амăшĕн чылай ыйту сиксе тухать. Вĕсен халĕ интернет уçлăхĕнчи «Госуслуги» портала кĕрсе заявленисен тĕслĕхĕпе паллашма, кирлĕ документсене хатĕрлесе хума вăхăт пур-ха», — тенĕ ЧР вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров.

23 Пуш, 2023

Ĕç планне сÿтсе яврĕç

ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев ертсе пынипе республикăрa пyрăнакансене ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли тата çурт-йĕртен таcа мар шыва юхтарса тăмалли хуçaлăxa малашне епле пăxcа тăрассине сÿтсе яврĕç.

22 Пуш, 2023

Инвестици, ĕç вырăнĕсем шантараççĕ

Юнкунхи ларура Министрсен Кабинечĕ «Ветеринари çинчен» саккуна кĕртмелли улшăнусене ырларĕ. Вĕсем федерацин тивĕçлĕ саккунне тӳрлетнипе сăлтавланнă. Патшалăх ветеринари службин ертӳçи Александр Шакин тĕп çĕнĕлĕх çинчен каларĕ: вăл йышăнакан должноçа кам йышăнассине кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ЧР Пуçлăхĕ татса парĕ — ертӳçе вăл Раççей Ял хуçалăх министерствипе канашласа уйăрса лартĕ.

22 Пуш, 2023

Уя иртерех тухăпăр

Ял хуçалăх предприятийĕсем çуракине хатĕрленеççĕ. Ыйту пысăк пĕлтерĕшлине кура ăна юнкун Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче те сӳтсе яврĕç.

Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи хĕлле юр-çумăр ытти çулхи вăтам кăтартуран сахалрах пулнă. Çывăх вăхăтра çумăрсем çумалла, «плюслă» температура çирĕпленесси ытти чухнехинчен пĕр эрне маларах пулать. Эппин, çуракине те маларах тухма тивет-тĕр.

Pages