Комментари хушас

27 Пуш, 2023

Кăçалхи пĕрремеш "тÿрĕ лини"

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене хуравлĕ.

Тӳрĕ лини 11 сехетре пуçланĕ. Халăха хумхантаракан ыйтусене хуравланисĕр пуçне Олег Алексеевич республика Правительствин 2022 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетĕ, аталану çул-йĕрĕпе паллаштарĕ. «Тӳрĕ эфира» «Контактра» социаллă сетьре «Олег Николаев | Чувашия» тата «Чувашская Республика» ушкăнсенче, çавăн пекех Олег Николаевăн телеграм-каналĕнче курма пулĕ. «Тӳрĕ лини» вăхăтĕнче ыйтусене 565-100 номерпе йышăнĕç. Текст трансляцийĕпе «Хыпар – Вести Чувашии» телеграм-каналта тивĕçтерĕпĕр. Палăртмалла: Олег Николаев республикăна ертсе пыма тытăннăранпа 15 «тӳрĕ лини» ирттернĕ: 2020 çулта — виççĕ, 2021 çулта — пиллĕк, 2022 çулта — çиччĕ.

www.hypar.ru