Новости по теме

20 Пуш, 2023

Шыв-шур сыхă пулма хистет

Тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура ГКЧС ертÿçи Сергей Павлов хĕл кунĕсенче юхан шывсем çинче сыхă пулнине аса илтерчĕ. Калăпăр, транспортпа пăр çине тухнăшăн 11 çынна административлă майпа явап тыттарнă — пĕтĕмпе 30 пин тенкĕлĕх штрафланă. Вăл нарăсăн 5-мĕшĕнче Сăр çинче пулнă пăтăрмах çинчен каларĕ. Пăр катăлнă май çăмăл машина шыва кайнă. Водитель машинăран тухса ĕлкĕрнĕ. Транспорт сиенленнисĕр пуçне унăн административлă штраф та тÿлеме тивнĕ.

20 Пуш, 2023

Шăтăксене саплама пуçланă

Тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура шăтăк-путăка сапламалли юсав ĕçĕсем пирки сăмах илнĕ май транспорт министрĕ Владимир Осипов пытармарĕ: юсамалли лаптăксем чăннипех пысăк. Ку федераци трассисене те, республика çулĕсене те пырса тивет. Вырăнсенчи çулсем тĕлĕшпе «сапламалли» тăваткал метрсен калăпăшĕ пирки тĕп-тĕрĕс калама та ир-ха. Вĕсен пысăк пайĕ çав-çавах юр айĕнче — унта асфальт мĕнле хĕл каçни кăшт каярах уçăмланĕ.

20 Пуш, 2023

Экономика ÿсĕмлĕ

Тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура экономика аталанăвĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Надежда Столярова экономикăн тĕрлĕ отраслĕ кăрлач-нарăс уйăхĕсенче мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Кăмăллă пулма сăлтав пур. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан промышленноç производстви 11% хушăннă. Надежда Юрьевна ăнăçлă ĕçлекен предприятисене асăннă май «Элара», ЧЗСА, В.Чапаев ячĕллĕ пĕрлешÿ, «Химпром», «Лента», «Чăвашторгтехника» импорта хамăрăн продукципе улăштарас енĕпе тăрăшуллине палăртрĕ.

20 Пуш, 2023

Тĕрĕслеве вăйлатĕç

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлăва  ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пăтăрмахран — Çĕрпÿ округĕнче Çĕпĕр мурĕ çынсене ернĕ тĕслĕхе тупса палăртнинчен — пуçларĕ. Кунашкалли тата пуласран хÿтĕленме, ун шучĕпе, выльăха пуснă хыççăн продукцин малалли çулне уçăмлă туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май вăл ветеринари службине ку енĕпе право хуралĕн органĕсемпе пĕрле ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

19 Пуш, 2023

"Ывăлсем пире хÿтĕлемесен камсем хÿтĕлĕç?"

Украинăри çар операцине хутшăнакан салтаксем икĕ эрне отпускра пулнă хыççăн хăйсен тивĕçне пурнăçлама тухса кайрĕç. Вĕсене çывăх çыннисем Шупашкартан ăсатса ячĕç.

17 Пуш, 2023

Яманак вулавăшне пуянлатнă

"Хыпар" Издательство ҫурчĕн ĕҫченĕсем Красноармейски округĕнчи Яманак ялĕн вулавӑшне кĕнекесем парнеленĕ.

"Чун ҫимĕҫĕн" ытларах пайне "Хыпар" Издательство ҫурчĕн тĕп редакторĕн ҫумĕ Дмитрий Моисеев парса янӑ. Вулавӑш хуҫи Галина Ефимова чунтан савӑннă, хыпарҫӑсене ӑшшӑн тав тунă.

www.hypar.ru

14 Пуш, 2023

Гдов тăрăхĕнчи истори музейĕнче пирĕн ентешĕн Лев Магнитский ĕçĕсен куравĕ уçăлнă

Çамрăк ÿнерçĕ Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Нумаях пулмасть çеç вăл Питĕрти Иогансон ячĕллĕ ÿнер лицейĕнчен вĕренсе тухнă.

13 Пуш, 2023

Кăçалхи программăра — 190 çурт

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ку хутĕнче çулсене пăхса тăрас тĕлĕшпе тимлĕ пулма чĕнсе каланинчен пуçларĕ: «Çуркунне çитнĕ май асфальт арканать, штăк-путăк çул çӳреве чăрмантарать. Çулсен вăл е ку сыпăкĕсене хăçан йĕркене кĕртесси çинчен халăха информаци парсан çынсен кăмăлсăр ыйту сахалрах пулĕ...»

Pages