Гдов тăрăхĕнчи истори музейĕнче пирĕн ентешĕн Лев Магнитский ĕçĕсен куравĕ уçăлнă
Çамрăк ÿнерçĕ Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Нумаях пулмасть çеç вăл Питĕрти Иогансон ячĕллĕ ÿнер лицейĕнчен вĕренсе тухнă. Лицейра вĕреннĕ вăхăтра каччă «Музыка хумĕ» Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕн лауреачĕ пулса тăнă, регионсен хушшинчи конкурссенче «Живопиç», «Композици», «Ÿкерчĕк», «Натюрморт» номинацисенче мала тухнă.
21 çулта çеç пулин те Лев Магнитский ку таранччен нумай картина хатерленĕ. Унсăр пуçне вăл гитара калама та ăста. Нумаях пулмасть «Дорожный знак» ушкăнри юлташĕсемпе пĕрле пĕрремĕш альбом кăларнă.
Халĕ Лев Псков облаçĕнчи Гдов районне кĕрекен Хохлово ялĕнче пурăнать, ял çыннисен сăнĕсене ÿкерет.
www.hypar.ru Интернетран илнĕ сăн ÿкерчĕксем
Комментари хушас