"Ывăлсем пире хÿтĕлемесен камсем хÿтĕлĕç?"
Украинăри çар операцине хутшăнакан салтаксем икĕ эрне отпускра пулнă хыççăн хăйсен тивĕçне пурнăçлама тухса кайрĕç. Вĕсене çывăх çыннисем Шупашкартан ăсатса ячĕç.
"Ывăлсем пире хÿтĕлемесен камсем хÿтĕлĕç. Мĕн авалтан арçынсем çар ретне тăрса Тăван çĕршыва тăшманран сыхланă", – кĕçĕн ывăлне пил парса ăсатрĕ Мария Филипповна. "Алла пăшал тытнă арçынсем чăн-чăн паттăрсем. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр", – терӗ çар операцине упăшкине ăсатнă Елена Гаврилова. ЧР Çар комиссариачĕн представителĕсем те ентешсене чыса çухатмасăр çĕнтерÿпе таврăнма сунчĕç.
Комментари хушас