Шыв-шур сыхă пулма хистет
Тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура ГКЧС ертÿçи Сергей Павлов хĕл кунĕсенче юхан шывсем çинче сыхă пулнине аса илтерчĕ. Калăпăр, транспортпа пăр çине тухнăшăн 11 çынна административлă майпа явап тыттарнă — пĕтĕмпе 30 пин тенкĕлĕх штрафланă. Вăл нарăсăн 5-мĕшĕнче Сăр çинче пулнă пăтăрмах çинчен каларĕ. Пăр катăлнă май çăмăл машина шыва кайнă. Водитель машинăран тухса ĕлкĕрнĕ. Транспорт сиенленнисĕр пуçне унăн административлă штраф та тÿлеме тивнĕ.
Çурхи ейÿрен хÿтĕленессипе çыхăннă ĕçсене явăçтармашкăн тивĕçлĕ йыш, хатĕр çителĕклĕ. Юхан шывсем çинче 5 гидропост йĕркеленĕ. 57 ял-поселокри çурт-йĕре шыв илме пултарас хăрушлăх пур. Улатăрта унашкалли пулни манăçман-ха. Унта кăçал та сыхлăх пысăк пулмалла. Пенза шыв управĕнчен юхтарса кăларакан шыв калăпăшĕ пысăкланнă май Сăр шайĕ чылай хăпарнă ĕнтĕ — 560 сантиметра çитнĕ.
Сергей Геннадьевич пĕлтĕр республикăри юхан шывсенче пăр каясси ака уйăхĕн 10-13-мĕшĕсенче пуçланнине аса илтерчĕ. Кăçал ку чылай маларах пулать-тĕр. Олег Николаев синоптиксем çывăх вăхăтра самай ăшăтасси, çумăр çăвасси çинчен пĕлтернине палăртрĕ, эппин, шыв-шур тăруках килме пултарасса хатĕр тăмалла.
Канашлу ачасене пĕрремĕш класа йышăнма çырас ыйтăва тишкернипе вĕçленчĕ. Вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров кăçал республикăра пĕрремĕш класа 17 пине яхăн ачана йышăнассине палăртрĕ. Пысăк йыш. Чи пысăк шкулсенче пĕрремĕш классен шучĕ вуннă таранах пулĕ. Шкула йышăнас тĕлĕшпе çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕ. Ачана пурăнакан вырăнти шкула ярас тĕлĕшпе чăрмав пулмĕ, урăх çĕртен вĕренме килес тĕлĕшпе вара малашне ятарлă çар операцине мобилизациленисен ачисем те çăмăллăхпа усă курĕç.
Николай КОНОВАЛОВ