Новости по теме

11 Ака, 2023

Пушар та шыв-шур ан кӳччĕр хĕн-хур

Çуркунне çитнĕ май пушар тухас хăрушлăх тăруках пысăкланать. Шыва кĕмелли тапхăр та çывхарать — çынсем шывра путас хăрушлăх ӳсет. Апла тăк паян сыхлăх ыйтăвĕсем мала тухаççĕ. Вĕсене ытларикун Чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.

10 Ака, 2023

Халăхпа калаçма ӳркенмелле мар

Тунтикунхи канашлура ЧР Пуçлăхĕ пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче ирттернĕ «тӳрĕ линие» пĕтĕмлетрĕç. Калаçу икĕ сехете яхăн тăсăлнă — ыйту нумай пулнă. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Степанов граждансене çулсен юсавлăхĕпе, ЖКХпа, медицина пулăшăвĕпе, халăхран илекен сĕтĕн хакĕ чакнипе çыхăннă ыйтусем уйрăмах пăшăрхантарнине палăртрĕ. Паллах, «тӳрĕ лини» вăхăтĕнче пурне те хуравлама май килмен. Вĕсем çине алă сулман, ака уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне тивĕçлĕ тытăмсем ытларахăшĕн авторне тулли хурав панă.

10 Ака, 2023

Унта та кунта свай çапаççĕ

Шкулсен строительствин, юсавĕн теми тавра тунтикунхи канашлура тĕплĕ калаçу пулчĕ. Строительство министрĕ Павел Данилов кашни объектри ĕçсемпе паллаштарчĕ. Чи малтанах — концесси мелĕпе çĕклемелли шкулсем тĕлĕшпе. Шупашкарти Хĕвеллĕ микрорайонти 1,4 пин ачана йышăнмалли шкула 3-мĕш стройтрест хăпартать. Проектпа смета докуменчĕсене патшалăх экспертизине панă. Объект хакĕ 1,8 миллиард тенкĕрен те иртет. Халĕ никĕс свайĕсене çапаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта та 1,1 пин ача валли шкул тумалла. Вăл 1,54 миллиард тенке ларĕ. Унта та подрядчик свайсем çапма тытăннă.

10 Ака, 2023

Курăк çунтарни хăрушă

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен республикăра пушартан сыхланмалли уйрăм режим вăя кĕнĕ. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура ГКЧС ертӳçи Сергей Павлов пĕлтерчĕ.

8 Ака, 2023

Куравра Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗ сӑнланнӑ

Шупашкарти Арбатра Аслӑ Вӗрентекенӗмӗре Иван Яковлева халалласа "Вӑхӑтран та маларах утакан" ятпа пуян курав уҫӑлчӗ

36 информаци стендӗнче - истори сӑн ӳкерчӗкӗсем, Иван Яковлевичӑн пурнӑҫӗнчи интереслӗ пулӑмсем, ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ материалсем... Темиҫе стенда Иван Яковлевӑн вӗренекенӗсене халалланӑ.

8 Ака, 2023

Аталану экологипе ҫураҫуллӑ пулмалла

Аслӑ экономика канашӗ шӑматкун Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура республикӑн ҫирӗп аталанӑвӗн механизмӗсемпе принципӗсене ӗҫе кӗртессине тишкерчӗ.

Ларура сӑмах илнӗ май ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫирӗп аталану концепцине пурнӑҫланӑ чухне экологи ыйтӑвӗсене шута илмелли ҫинче пусӑм турӗ. Чӑваш Ен ку енӗпе тимлӗ - экономика аталанӑвӗ ҫут ҫанталӑка сиенлесрен сыхланассине тӗпе хурать.

7 Ака, 2023

Уйрăм зона çĕнĕ производствăсене вăй парĕ

Уйрăм экономика зонине, индустри тата промышленноç паркĕсене йĕркелес ĕç мĕнле пынине кĕçнерникун Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ канашлура тĕплĕ тишкерчĕç.

Олег Николаев палăртнă тăрăх, Çĕнĕ Шупашкарта уйрăм экономика зони ĕçлесе кайни регионта хăйсен инвестици проекчĕсене пуçарас кăмăллă бизнес шанăçне çирĕплетет. Çĕнĕ производствăсем, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленни республика экономикине вăй парĕ.

7 Ака, 2023

Студотряд хастарĕсем ăмăртаççĕ

Чӑваш Республикинчи професси пӗлӗвӗ паракан вӗрентӳ организацийӗсенчи студотрядсен йышӗнче професси ӑсталӑхӗн конкурсӗ пырать. Кунашкал тупӑшу республикӑра пуҫласа иртет. Паян Строительствӑпа хула хуҫалӑхӗн колледжӗнче тупӑшӑвӑн пултарулӑх тапхӑрӗ иртрӗ.

Унта Чӑваш Ен вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров та хутшӑнчӗ. Студотрядсен юхӑмӗн хастарӗсен ырӑ пуҫарӑвĕсене тӗревлеме хатӗррине палӑртрӗ вӑл. Ҫуллахи тапхӑр, хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ, ҫывхарнӑ май ҫамрӑксене ӑнӑҫу сунчӗ.

Pages