Комментари хушас

10 Ака, 2023

Обществознанипе çĕнтернĕ

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чĕмпĕр паташлăх педагогика университетĕнче Пĕтĕм Раççейри обществознани олимпиадине пĕтĕмлетнĕ. 10-мĕш классен хушшинче Шупашкарти 3-мĕш лицейре вĕренекен Александр Кабанова çитекен пулман.

«Манăн ята каламасан, эппин, эпĕ япăх хуравланă тесе шухăшларăм малтанах. Çĕнтерӳçĕсемпе призерсене сцена çине чĕнсе кăларсан кăштах кăмăл пăсăлчĕ. Анчах вĕсем хыççăн мана абсолютлă çĕнтерӳçĕ тесе йыхравларĕç!» — чуна çав тери хумхатнă савăнăçлă пулăма аса илет Александр. Предмет олимпиадисене вăл темиçе çулах хутшăнать. Пĕлтĕр шкул ачисен Мускавра иртнĕ обществознани олимпиадине хутшăннă, призер пулса тăнă.

Кăçал çак енĕпе тата тăрăшарах хатĕрленме тытăннă. Ку хутĕнче пĕтĕм Раççейри обществознани олимпиадине çĕршывăн 87 регионĕнчи 300 ытла шкул ачи хутшăннă. 24 финалист дипломлă пулнă, 112 ача — призер. Олимпиадăра çĕнтерни çак предметпа пĕлĕве аталантармашкăн çĕршыври хуть те хăш аслă шкула экзаменсăр вĕренме кĕме май парать. 

www.hypar.ru Фото obrazov.cap.ru

 

Рубрика: