Халăхпа калаçма ӳркенмелле мар
Тунтикунхи канашлура ЧР Пуçлăхĕ пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче ирттернĕ «тӳрĕ линие» пĕтĕмлетрĕç. Калаçу икĕ сехете яхăн тăсăлнă — ыйту нумай пулнă. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Степанов граждансене çулсен юсавлăхĕпе, ЖКХпа, медицина пулăшăвĕпе, халăхран илекен сĕтĕн хакĕ чакнипе çыхăннă ыйтусем уйрăмах пăшăрхантарнине палăртрĕ. Паллах, «тӳрĕ лини» вăхăтĕнче пурне те хуравлама май килмен. Вĕсем çине алă сулман, ака уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне тивĕçлĕ тытăмсем ытларахăшĕн авторне тулли хурав панă.
Сăмахран, Тăвай районĕнчен Улянкă ялĕнче шывпа тивĕçтерес енĕпе çивĕчлĕх пурри пирки ыйту пулнă. Округ пуçлăхĕ Владимир Михайлов çакăн хыççăн ял çыннисемпе курнăçнă, çынсене ыйтăва татса парас енĕпе ĕçлени çинчен каласа кăтартнă. Çав вăхăтрах, пытармарĕ Владимир Степанов, ыйтусене ячĕшĕн хуравлакан та çук мар. Тĕп хула администрацийĕ тĕлĕшпе ӳпкев пулчĕ: Шупашкар 500 çул тултарнине хисеплесе ят панă парка хăтлăлатма ыйтнă çынна «кĕскен» хуравланă.
Олег Николаев халăх «тӳрĕ линире» çĕкленĕ ыйтусем унăн ĕçне кăна мар, пĕтĕм влаç ĕçне пырса тивнине палăртрĕ. Хăш-пĕр тĕслĕхре çынсем вырăнсенчи влаçсенчен тимлĕх кĕтсе илейменни те куçкĕрет — çавăнпа республика Пуçлăхĕнчен пулăшу ыйтма тивет. Олег Алексеевич çынсен ыйтăвĕсем çине алă сулма юраманнине çирĕплетрĕ. Вăл е ку ыйтăва паян татса пама май çук тăк çакăн çинчен халăха уççăн каламалла, сăлтавĕсене ăнлантармалла. Çапла тусан граждансен енчен кăмăлсăрлăх та пулмĕ. Унтан та ытла — вăл е ку чăрмавсене сирмешкĕн вĕсем хăйсем те пулăшĕç.
Çавăнпа ЧР Пуçлăхĕ «тӳрĕ лини» усси пысăкки пирки иккĕленмест. Унăн тĕслĕхĕпе çак кунсенче Комсомольски тата Шупашкар округĕсен пуçлăхĕсем Александр Осиповпа Николай Хорасев та «тӳрĕ лини» ирттернĕ. Олег Алексеевич вĕсен хастарлăхне ырларĕ — муниципалитетсен ертӳçисем граждансен ыйтăвĕсенчен шикленменнине пысăка хурса хакларĕ.