Гастрольтен таврăннă

10 Ака, 2023

«Эпир — Раççей» федераци программипе килĕшӳллĕн Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ пысăк гастрольте пулнă.

Пултарулăх ушкăнĕ «Тăван çĕршывăмăрпа мăнаçланатпăр» концерт программипе Ижевск, Çыр Чалли, Киров тата Чистополь хулисене çитнĕ. Коллектив ку проекта пуçласа хутшăннă. Гастроле вĕсем пысăк йышпа /45 çын — хор, балет тата инструмент ушкăнĕсен артисчĕсем/ кайнă.

Удмурти патшалăх филармонийĕнче йĕркеленĕ концерта Анисим Асламас паллă композиторăн пĕртăванĕн хĕрĕ, Удмуртири культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Никитина пырса курнă. Вăл коллектива кĕвĕсен пуххи парнеленĕ. Ижевскпа Киров хулисенче те унта пурăнакан йăхташăмăрсем концерт хыççăн нумай ырă сăмах каланă. 

www.hypar.ru Фото Чувашского госансамбля

Рубрика: 

Комментари хушас