Новости по теме

7 Ака, 2023

Операцие хутшăнакансене — пысăк тимлĕх

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Оперативлă штабĕн ларăвне ирттерчĕ.

Унта ЧР ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕмĕрсене — офицерсемпе салтаксене — тата Чăваш Енри çемйисене Раççей Федерацийĕ тата Чăваш Республики кӳрекен патшалăх пулăшăвĕпе тата çăмăллăхĕпе паллаштарчĕ. Вĕсем çинчен «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех пĕлтерĕпĕр.

7 Ака, 2023

Транспортпа тивĕçтернĕ

Республикăри округ больницисене çĕнĕ 14 автомобиль панă.

«Лада-Гранта» машинăсем Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка тăрăхĕсене çул тытнă. «Автомобиле ялти тухтăрсем валли уйăрнă. Вĕсем халĕ пациентсем патне кайма кăна мар, эмел леçме те пултараççĕ. Çакă тухса çÿреймен çынсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ», — палăртнă сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов.

www.hypar.ru

6 Ака, 2023

Пултаруллă кадрсем пур чухне санкцисене парăнмăпăр

Пĕр кун маларах кăна Раççей Президенчĕ Патшалăх Канашĕн президиумĕн ларăвне ирттернĕччĕ, унта шăпах санкцисен условийĕсенче промышленноçа аталантарас ыйтусене сӳтсе явнăччĕ. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев юнкун санкцисен витĕмĕн условийĕсенче республика экономикине тĕревлес енĕпе ĕçлекен штаб президиумĕн ларăвне те Владимир Путин ПК ларăвĕнче палăртнă тĕллевсем çинчен каланинчен пуçларĕ — вĕсене шута илсе ĕçлемеллине палăртрĕ.

5 Ака, 2023

Хăмла производствине аталантарас тĕллевпе

Чăваш Енре хăмла производствине аталантарас тĕллевпе пилĕк енлĕ килĕшÿ çирĕплетнĕ.

«Вăл хăмлапа çыхăннă ятарлă концепцие пурнăçа кĕртме пулăшĕ. Паянхи тĕллев — хăмла производствин центрне аталантарасси, хăмла отрасльне çĕнетесси. Çавăн пекех отрасль валли специалистсене хатĕрлес ĕçе те лайăхлатăпăр», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ.

www.hypar.ru

4 Ака, 2023

Чăваш Ен Республика кунне хатĕрленет

Шупашкарти экономика форумĕ, «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль, Пĕтĕм чăваш Акатуйĕ, фейерверк фестивалĕ — кусем Республика кунĕнче иртмелли мероприятисем. Уяв программи тата анлăрах пулĕ. Чăваш Республикин тĕп уявĕпе çыхăннă ыйтусене йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче пăхса тухрĕç. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

3 Ака, 2023

Музейсене – тÿлевсĕр

Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисем республикăри культура учрежденийĕсене тӳлевсĕрех çӳреме пултараççĕ.

Çак çăмăллăхсем ЧР Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланаççĕ. «Пирĕн çар çыннисен çемйисене хамăрăн музейсенче йĕркеленĕ куравсене, театрсене, Филармонири тата Трактор тăвакансен Культура керменĕнчи концертсене пырса курма сĕнетпĕр. Мероприятисен афиши çĕнелсех тăрать, унпа Культура министерствин сайтĕнче паллашма пулать», — палăртнă культура министрĕ Светлана Каликова.

3 Ака, 2023

Вăрманта пушар тухасран асăрханмалла

Тунтикунхи канашлура çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ Елена Хомченко экологи уйăхлăхĕнчи ĕçсемпе паллаштарчĕ. Ака-çу уйăхĕсенче çулленех кÿлĕ-юхан шыв çыранĕсене, парксемпе скверсене тасатмалли субботниксем ирттересси, йывăç-тĕм лартасси йăлана кĕнĕ — кăçал та унран пăрăнмалла мар.

3 Ака, 2023

Ака уйăхĕнчен пенси пысăкланнă

Суя мар: ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем 3,3% пысăкланнă. Ватă çынсемшĕн кăмăллă хыпара ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен, ку хутĕнче пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынă канашлура РФ Пенси тата социаллă страховани фончĕн управляющийĕ Валерий Николаев пĕлтерчĕ.

31 Пуш, 2023

Централизаци тата шкапри скелетсем çинчен

Финанс министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче иртнĕ çулхи бюджета мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетнĕ тата 2023 çулхи тĕллевсене палăртнă май ведомство пуçлăхĕ Михаил Ноздряков çулталăк каяллахи лару-тăрăва аса илтерчĕ: «Ковид та вĕçленменччĕ, нарăспуш уйăхĕсенче вара ятарлă çар операцийĕ пуçланнă май пирĕн çĕршыв çине санкцисем йăтăнса анчĕç. Экспертсем Раççей экономики анса ларасси çинчен калатчĕç…»

30 Пуш, 2023

Чăваш Енре Педагогпа наставник çулталăкĕ старт илчĕ

2023 çулта Раççей педагогикине никĕсленĕ Константин Ушинский çуралнăранпа 200 çул çитет. Юбилее халалласа кăçал Раççейре Педагогпа наставник çулталăкне ирттерме палăртнă. Уяв мероприятийĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче иртрĕ.

Pages