Ака уйăхĕнчен пенси пысăкланнă
Суя мар: ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем 3,3% пысăкланнă. Ватă çынсемшĕн кăмăллă хыпара ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен, ку хутĕнче пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынă канашлура РФ Пенси тата социаллă страховани фончĕн управляющийĕ Валерий Николаев пĕлтерчĕ.
Пенси виçине 3,3% пысăклатнă. Çапла вара пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче хушма индексаци 10% пулнине шута илсен социаллă пенсисен çулталăкри пĕтĕмĕшле ÿсĕмĕ 13,3% танлашать, ку çĕршыври инфляци кăтартăвĕнчен пысăкрах.
Валерий Николаев социаллă ытти тÿлев те пысăкланассине çирĕплетрĕ. Сăмахран, ашшĕне те, амăшне те çухатнă тăлăхсене тÿлекен виçе 457 тенкĕ хушăннă — 14307 тенкĕпе танлашнă. 1-мĕш ушкăн инваличĕсене тÿлекен укçа виçи те — çак шайрах. 2-мĕш ушкăнрисен тÿлевĕ пысăклатнă хыççăн 7 пин тенкĕ урлă каçĕ, 3-мĕш ушкăн инваличĕсен — 6 пин тенкĕ ытларах.
Çар тивĕçне пурнăçланă май вилнисен çемйисен членĕсене паракан укçа виçи те пысăкланать. Пĕрлех — Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемпе палăрнă ытти çынна тÿлекен виçесем. Калăпăр, Социализм ĕçĕн Геройĕсем малашне уйăхсерен 29686 тенкĕ илĕç. Республикăра, сăмах май, унашкаллисем тăваттăн. Тата — пĕр Раççей Геройĕ, ăна паракан тÿлев те асăннă виçепе танлашать.
«Лару-тăру çивĕччине пăхмасăр Раççей Правительстви социаллă тÿлевсемпе çыхăннă мĕн пур обязательствăна пурнăçлать — çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ», — терĕ Михаил Ноздряков.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментари хушас