Операцие хутшăнакансене — пысăк тимлĕх

7 Ака, 2023

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Оперативлă штабĕн ларăвне ирттерчĕ.

Унта ЧР ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕмĕрсене — офицерсемпе салтаксене — тата Чăваш Енри çемйисене Раççей Федерацийĕ тата Чăваш Республики кӳрекен патшалăх пулăшăвĕпе тата çăмăллăхĕпе паллаштарчĕ. Вĕсем çинчен «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех пĕлтерĕпĕр.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов ятарлă операцие хутшăннă хыççăн республикăри сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче реабилитациленекенсене епле сиплени çинчен пĕлтерчĕ.

Ларура граждансен оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру службин ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусене те сӳтсе яврĕç.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас