Комментари хушас

31 Пуш, 2023

Централизаци тата шкапри скелетсем çинчен

Финанс министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче иртнĕ çулхи бюджета мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетнĕ тата 2023 çулхи тĕллевсене палăртнă май ведомство пуçлăхĕ Михаил Ноздряков çулталăк каяллахи лару-тăрăва аса илтерчĕ: «Ковид та вĕçленменччĕ, нарăспуш уйăхĕсенче вара ятарлă çар операцийĕ пуçланнă май пирĕн çĕршыв çине санкцисем йăтăнса анчĕç. Экспертсем Раççей экономики анса ларасси çинчен калатчĕç…»

Правительство йышăннă мерăсем, иккĕленмест пĕрремĕш вице-премьер – финанс министрĕ, çав экспертсен прогнозĕсем тӳрре тухассине сирчĕç. Ку Чăваш Ене те пырса тивет. Тĕрĕссипе, иртнĕ çулăн пĕтĕмлетӳллĕ тĕп-тĕрĕс кăтартăвĕсем çак ларура пуçласа янăрарĕç. Çапла, регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕ кăшт кăна пĕчĕкленнĕ — иртнĕ çулхипе танлаштарсан 98,1% шайĕнче. Промышленноç производстви те виçĕм çулхине çитеймен – 99,6%. Анчах ял хуçалăх, строительство отраслĕсем, сăмахран, чăннипех пысăк ӳсĕм тунă. Инвестици калăпăшĕ те палăрмаллах, 20%, хăпарнă. Бюджет шайлашулăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе те ăнăçлă ĕçленĕ. Республикăн пĕрлехи бюджечĕн тупăшĕ пуçласа 94,2 млрд тенкĕпе танлашнă – 2021 çулхинчен 10,4% пысăкрах. Çав шутра хамăрăн тупăш ӳсĕмĕ пушшех курăмлă – 20% хушăнса вăл 55 млрд тенкĕрен иртнĕ. Сăмах май, республика хăйĕн тупăшĕн ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕпе Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. НДФЛ – 17,5%, акцизсем, УСН 30% патнелле пысăкланнă, çĕр налукĕ те 22% ытларах хушăннă. Хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсемпе çыхăннă лару-тăру кăмăллă. Вĕсем бюджета хывнă укçа виçи çапла пысăк пуласса никам та кĕтмен пулас – пушшех ырă пулăм. Хамăра ытларах шанма хистекен самант та пур: федераци укçипе усă курмалли майсем ансăрланасси куçкĕрет — çакна Михаил Ноздряков ятарлă çар операцийĕпе, ыттипе сăлтавларĕ. Муниципалитетсем хăйсен бюджечĕсене пысăклатас енĕпе мĕнле ĕçленине хакланă май Михаил Геннадьевич Çĕмĕрле, Йĕпреç, Улатăр, Пăрачкав округĕсен тупăшĕ нумай хушăннине çирĕплетрĕ. Чăн та, куншăн хăшĕсен влаçĕсене каçса кайса мухтани вырăнлах мар пуль. Министр уçăмлатрĕ: темиçе муниципалитет ӳсĕмне М-12 автомагистраль строительстви никĕсленĕ. УСН тĕлĕшпе Елчĕксен кăтартăвĕ кăна пĕчĕкленнĕ иккен. Пĕр МСП суб±екчĕ унтан пăрахса кайнă та — пĕтĕмĕшле ӳкерчĕк тӳрех тĕксĕмленнĕ. Республика округсене пăрахмасть. Иртнĕ çул, сăмахран, муниципалитетсен çут çанталăк газĕшĕн тӳлемелли парăмĕсене татма 190 миллион тенкĕ уйăрнă. Анчах регион ертӳлĕхне çак лару-тăру тивĕçтерменни те сисĕнет. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕлтĕрех уйрăм сферăсемпе çыхăннă яваплăха районхуларан республика шайне çĕклес туртăм вăй илме пуçларĕ. Потребительсене электроэнергипе тивĕçтерес тĕлĕшпе çак ĕç вĕçленсе пырать ĕнтĕ. Черетлĕ утăм — пассажирсене илсе çӳресси. Патшалăхăн пĕрлехи перевозчикĕ ĕçлеме пуçламалла, ун валли çĕнĕ троллейбуссем туянма укçа уйăрнă ĕнтĕ. Кăçалхи бюджета илес тĕк — Патшалăх Канашĕ иртнĕ эрнери сессире унăн тупăш пайне 2,7 миллиард тенкĕлĕх пысăклатассине ырларĕ. Эппин, çак укçа хушма ыйтусене татса парассине никĕслĕ. Çав шутра — ĕç укçи тĕлĕшпе те. Михаил Геннадьевич пĕлтĕр муниципалитетсен служащийĕсен оклачĕсене ӳстерме май килнине аса илтерчĕ. Вĕсен шалăвĕ ăмсанмалăх пулманни вăрттăнлăх мар, çавăнпа ку енĕпе иртнĕ çулхи хушăм пăнчă лартмасть — министр кăçал та окладсене 30% кая мар пысăклатассине çирĕплетрĕ. Финанссемпе хуçаланакан ведомство вĕт — ларура бюджет укçипе тирпейлĕ те тухăçлă усă курассипе çыхăннă тема, паллах, тĕпре пулчĕ. Бюджет тытăмĕсен бухгалтерийĕсене централизацилени те, паллах, çак тĕллевпех çыхăннă. Ку ĕç, пĕрремĕш вице-премьер палăртнă тăрăх, вĕçленсе пырать. Пытармарĕ: хăш-пĕр ведомствăпа ку енĕпе «тан мар çапăçу» та пулнă. Çак хирĕç тăрура кам çĕнтернине тавçăрма йывăр мар пуль… Халь йышĕпе чи пысăк министерствăсен — Сывлăх сыхлавĕн тата Вĕрентӳ министерствисен — централизациленĕ бухгалтерийĕсене вырнаçтармашкăн лаптăксем çитмеççĕ-мĕн. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем те хăйсен бухгалтерийĕсене централизациленĕ. «Пĕтĕçтермеллисем» тата 3-шер хысна, автономи учрежденийĕн, 8 бюджет организацийĕн бухгалтерийĕсем юлнă. Тĕрĕслевпе шут палатин председателĕ Светлана Аристова та патшалăх укçи шута юратнине аса илтерчĕ. Палата пĕлтĕр 486 тĕрĕслев тата экспертизăпа анализ мероприятийĕ ирттернĕ — виçĕм çулхинчен 2,5 хут нумайрах. Бюджет укçи тĕлĕшпе саккуна пăсни тĕпрен илсен хыснана йĕркеленĕ тата унпа усă курнă чухне пулнă. Муниципалитетсем ку енĕпе тепĕр чухне хăйсем çирĕплетнĕ нормăсенех пăсаççĕ. Нумай тĕслĕх муниципалитетсен нушисем валли тавар, пулăшу ĕçĕсем туяннă чухне пулать. Çав шутра — документсенче кăтартнă хаклă та паха материалсем вырăнне йӳнĕреххипе усă курни. Вырăнсенче çавăн пекех харпăрлăха шута илесси уксахлани те палăрать. Инвентаризаци çине алă сулни куçкĕрет, кун пек чухне вара пурлăх «ураланасси» те часах. Светлана Ивановна пĕр муниципалитетра автомашинăна уйрăм çын ячĕпе регистрациленине палăртрĕ, çав вăхăтрах вăл бюджет тытăмĕнче те шутланса тăнă. Тепĕр тĕслĕхре машина хутсенче пур, чăннипе вара — çук, вăл хăçан тата ăçта кайса кĕнине никам та пĕлмест… Контрактсене пĕртен-пĕр поставщикпа тума ирĕк пани тавра та калаçу пулчĕ. КСП ертӳçи çак меле хурламасть — вăл ĕçе хăвăртлатма май парать. Çав вăхăтрах хăшĕсем çак майпа иртĕхсе усă кураççĕ. Светлана Аристова ку мел пĕлтĕр вĕрентӳ литератури, иккĕмĕш рынокра пурăнмалли çурт-йĕр туяннă чухне кăмăлсăр кăтарту кӳнине аса илтерчĕ. Унпа усă курас тăк — хак тĕлĕшпе маларахах ĕçлемелле. Михаил Ноздряков вара контрактаци пирки каланă май аванс тӳлевĕсемпе асăрхануллă пулмаллине палăртрĕ: «Пирĕнни пек подрядчиксемпе аванс куçарса пани япăх вĕçленме пултарать…» Кунашкал тĕслĕхсем республикăра пулкаларĕç ĕнтĕ: укçа куçарнă — ĕçне туман. Должноçри çынсен явап тытма тивет — УК статйисемпех… Е тата «чăрмавсенчен» пăрăнас тĕллевпе хăшĕсем контрактсене пайласа-вĕтетсе яни — çакă та ырламалли пулăм мар. Муниципалитет реформи ял тăрăхĕсене пĕтерчĕ те — халь унта пулнă кăмăлсăр самантсем çиеле тухаççĕ: «Чылайăшĕн шкапĕнче скелетсем пур…» — терĕ финанс министрĕ. Эппин, çав скелетсем пирки илтĕпĕр-ха — тен, следстви органĕсенченех.

www.hypar.ru