Новости по теме

10 Пуш, 2023

Çынсем министра та хăйсемпе тан курасшăн...

«Çĕнĕ хум политикĕсем» — Правительство çуртĕнче çак ятпа эрнекун иртнĕ семинара министрсем, муниципалитетсен ертӳçисем хутшăнчĕç. Калаçу паянхи условисенче чиновниксен, политиксен социаллă сетьсенче, интернет анлăшĕнче хăйсене мĕнле тытмалли тавра пычĕ. Шута илмелли ку сферăра пайтах — вĕсем çине алă сулсан халăх шанăçне çухатасси те часах.

10 Пуш, 2023

Бюджет 2,7 миллиард тенкĕ хушăнать

Республика бюджечĕ 2,7 миллиард тенкĕлĕх пысăкланать. Çакăн çинчен кĕçнерникун Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пĕрремĕш вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтерчĕ.

6 Пуш, 2023

Çирĕп çемье - çирĕп çĕршыв

Чӑваш наци библиотекинче "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин регионти уйрӑмӗн "Ҫирĕп ҫемье" проекчĕн ларӑвĕ пырать.

Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ҫемье ҫирĕп пулсан ҫĕршыв та ҫирĕп пулать.

Асӑннӑ проекта пурнӑҫа кĕртсе республикӑра ҫулсеренех питĕ нумай мероприяти ирттереҫҫĕ, йывӑр лару-тӑрӑва лекнĕ ҫемьесене пулӑшаҫҫĕ. Кӑҫал та, Телейлĕ ачалӑх ҫулталӑкĕнче, 100 ытла мероприяти йĕркелеме палӑртнӑ.

Сӑмах май, республикӑра асӑннӑ темӑпа 17 проект пурнӑҫланать. Ларӑва РФ Патшалӑх Думин депутачĕ Алла Салаева, ведомствӑсен тата общество организацийĕсен ертӳҫисем хутшӑнаҫҫӗ.

6 Пуш, 2023

Пулăшу шыраса пынă

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева патне республикăра пурăнакансем тĕрлĕ ыйтупа пынă.

Вăрнар, Етĕрне тăрăхĕсенче, Шупашкарта тĕпленнисем шкул тавра калаçу пуçарчĕç. Улатăр округĕнчен килнисене «Ас тăвăм çурти» стела, музей уçас шухăш канăç памасть. Элĕк районĕнчи Нина Андреева каланă тăрăх, Çĕнкас Юнтапа халăхне темиçе çул каяллах урамсенче çул сарса пама шантарнă. Çак тĕл пулу хыççăн пăр вырăнтан тапранĕ. 2024 çулта Çĕнĕ Юнтапара асфальт çул пулĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

1 Пуш, 2023

Республика ят-сумне çĕклекен пархатарлă ĕç

Шупашкарта Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ уçăлнăранпа 14 çул çитрĕ. Çак ятпа юнкун Центр ĕçченĕсене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.

Pages