Çирĕп çемье - çирĕп çĕршыв

6 Пуш, 2023

Чӑваш наци библиотекинче "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин регионти уйрӑмӗн "Ҫирĕп ҫемье" проекчĕн ларӑвĕ пырать.

Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ҫемье ҫирĕп пулсан ҫĕршыв та ҫирĕп пулать.

Асӑннӑ проекта пурнӑҫа кĕртсе республикӑра ҫулсеренех питĕ нумай мероприяти ирттереҫҫĕ, йывӑр лару-тӑрӑва лекнĕ ҫемьесене пулӑшаҫҫĕ. Кӑҫал та, Телейлĕ ачалӑх ҫулталӑкĕнче, 100 ытла мероприяти йĕркелеме палӑртнӑ.

Сӑмах май, республикӑра асӑннӑ темӑпа 17 проект пурнӑҫланать. Ларӑва РФ Патшалӑх Думин депутачĕ Алла Салаева, ведомствӑсен тата общество организацийĕсен ертӳҫисем хутшӑнаҫҫӗ.

Роза ВЛАСОВА.

Комментари хушас