Пултаруллă кадрсем пур чухне санкцисене парăнмăпăр
Пĕр кун маларах кăна Раççей Президенчĕ Патшалăх Канашĕн президиумĕн ларăвне ирттернĕччĕ, унта шăпах санкцисен условийĕсенче промышленноçа аталантарас ыйтусене сӳтсе явнăччĕ. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев юнкун санкцисен витĕмĕн условийĕсенче республика экономикине тĕревлес енĕпе ĕçлекен штаб президиумĕн ларăвне те Владимир Путин ПК ларăвĕнче палăртнă тĕллевсем çинчен каланинчен пуçларĕ — вĕсене шута илсе ĕçлемеллине палăртрĕ.
Раççей Президенчĕ паянхи ансат мар лару-тăрура промышленноçăн тĕрлĕ отрасльне пулăшмалли çинчен уççăн каларĕ — налуксем енĕпе хушма çăмăллăхсем парасси таранах. Çак ĕçем, паллах, Чăваш Енре те тӳрре тухмалла. Тепĕр тесен, регион нумай енĕпе çине тăрса ĕçлет те ĕнтĕ. Çав шутра — импорта хамăрăн продукципе улăштарас тĕлĕшпе. Олег Николаев лару пуçланас умĕн кăна хăмла çитĕнтермелли тата ăна тирпейлемелли компетенцисен центрне туса хурас тĕлĕшпе пилĕк енлĕ килĕшĕве алă пусни çинчен каларĕ. Олег Алексеевич ытти çул-йĕрпе те хастар ĕçлессине пусăм тусах çирĕплетрĕ.
Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов Владимир Путин Патшалăх Канашĕнче палăртнă тĕллевсене хамăрăн регионпа çыхăнтарса хăйне евĕр план хатĕрлесси çинчен каларĕ. Паллах, çакă чи малтан система йĕркелекен предприятисене пырса тивĕ. Унашкалисем паян Чăваш Енре 111. Тата — муниципалитет округĕсенчи социаллă пĕлтерĕшлĕ 195 предприяти. Система йĕркелекеннисен производство индексĕ пĕлтĕр 111% урлă каçнă — япăх мар. Вĕсем кăçал та ӳсĕмлĕ ĕçлеççĕ: кăрлач-нарăс уйăхĕсенче 2022 çулхи çак тăпхăртинчен 12% нумайрах продукци туса кăларнă. Строймина «пăхăнаканнисен» иртнĕ çулхи ӳсĕмĕ пушшех пысăк — 76% хушăннă. Ял хуçалăх министерствин «çуначĕ» айĕнчисен те мăнаçланмалăх пур — вĕсем пĕлтĕр производствăна 29% пысăклатнă.
Çакăнта, министр шучĕпе, санкцисен условийĕсенче патшалăх пулăшăвĕ палăрмаллах пысăкланнин кăтартăвĕ куçкĕрет. Çăмăллăхсем тĕрлĕ енлĕ: Промышленноç аталанăвĕн фончĕ çăмăллăхлă условисемпе кивçен пани — иртнĕ çул 4 проекта 205 миллион тенкĕлĕх тĕревленĕ, компанисене тăкаксен пĕр пайне саплаштармалли грантсемпе пулăшни, ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарма субсиди, АПК предприятийĕсем валли патшалăх пулăшăвĕ уйăрни. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта система йĕркелекен предприятисене 185,5 миллион тенкĕлĕх пулăшу кӳнĕ.
Промышленноç министрĕ Александр Кондратьев санкцисен условийĕсенче халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулнине çирĕплетрĕ — 3,1 пине яхăн çынна ĕçе вырнаçтарнă. Çав шутра студентсене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе те мерăсем йышăннă. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова оборона промышленноçĕн комплексĕн предприятийĕсенче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлнине кăмăллăн палăртрĕ. Вĕсем валли специалистене çĕнĕрен вĕрентсе хатĕрлеме те тивет. Ку енĕпе предприятисем хăйсем те пуçаруллă, вĕсен çынсене вĕрентме каякан тăкакĕсене вара патшалăх саплаштарма пултарать.
Чăваш Енре ОПК йышне кĕрекен предприятисен шучĕ юлашки вăхăтра палăрмаллах пысăкланнă — пилĕк теçеткене яхăн, вĕсене кадрсемпе тивĕçтерес ыйту самай çивĕч. Паян çак производствăсенче 26 пин çын ĕçлет. Специалистсен çителĕксĕрлĕхĕ 1,7 пин çынран та иртет. Ытларах рабочисем кирлĕ. Çавăнпа вĕсене вĕрентсе хатĕрлессине хавхалантарас тĕлĕшпе тĕрлĕ мел вырăнлă.
Ытти регионтан, муниципалитетран — 50 километртан кая мар инçĕшĕнчен — çынсене ĕçлеме явăçтаракан предприятисене хайхи ĕçченсене шалу тӳлемешкĕн укçапа пулăшмалли мел те пур иккен. Министр çак майпа Шупашкарти «Элара» усă курма кăмăл тунине çирĕплетрĕ. Алена Геннадьевна ака уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри халăха ĕçпе тивĕçтермелли ярмăрккан регионти тапхăрĕ пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Трактор тăвакансен керменĕнче йĕркелекенскере 24 организаци хутшăнма кăмăл тунă та ĕнтĕ.
Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров вĕренекен çамрăксене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă темăна малалла тăснă май Çĕмĕрлери автофургон комбиначĕ, ятарлă автомобильсен завочĕ, Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром», ыттисем студентсене ĕçе йышăнни çинчен пĕлтерчĕ. Республикăра «УПК 21» проект вăй илсе пырать. Шкулсенче 144 вĕренӳпе производство класĕ уçнă. Вĕсенчен 31-шĕнче пулас инженерсем вĕренеççĕ. Шупашкарти электроаппарат завочĕ электромеханика колледжĕпе, Чăваш патшалăх университечĕпе пĕрле электромонтажник-схемщиксене вĕрентме пуçланă, «Химпром» вара хăйне кирлĕ хими анализĕн лаборанчĕсене хатĕрлет.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ каникул вăхăтĕнче 14 çултан аслăрах шкул ачисене ĕçпе тивĕçтересси те кун йĕркинче пулмаллине палăртрĕ. Вĕсен, паллах, нимĕнле специальноç та çук, промышленноç предприятийĕсем йышăнма пултарасси иккĕленӳллĕ, анчах, Олег Николаев шучĕпе, ял хуçалăхĕнче çул çитменнисен пулăшăвĕ курăмлă пуласси иккĕленӳсĕр. Ачаен ĕç тĕлĕшпе хăнăху та пулĕ, тыткаламалăх укçа та ĕçлесе илĕç. Вĕсене те студентсен строительство отрячĕсен мелĕпе ĕçпе тивĕçтерни вырăнлă тата ансатрах пулмалла — йĕркелӳ тĕлĕшпе те, юридиципе çыхăннă самантсем енĕпе те. Олег Алексеевич ял хуçалăх тата ĕçлев министрĕсене Сергей Артамоновпа Алена Елизаровăна çак ĕçе пĕрле йĕркелеме сĕнчĕ.